Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче самбо енĕпе Раҫҫей чемпионатне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă ҫĕре хутшăннă

Олег Николаев принял участие в открытии чемпионата России по самбоНарăс уйăхĕн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан  Олег Николаев «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче самбо енĕпе Раҫҫей чемпионатне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă ҫĕре хутшăннă.

Чăваш Республикинче пулнă ăмăртăва Раҫҫей Федерацийӗн 69 субъектӗнчен чи паллă спортсменсем килсе ҫитнĕ.  

Торжествăлла пулăма Раҫҫей федерацийӗн  самбо федерацийĕн президенчӗ Сергей Елисеев, Раҫҫей Федерацийĕн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Аркадий Ротенберг, паллӑ чемпионсемпе тренерсем, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем, Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен представителӗсем чылайăн хутшăннă.

Ӑмӑртусене хутшӑнакансем умĕнче тухса калаҫнă май, Олег Николаев самбо - пирӗн ҫӗршывӑн ҫитĕнĕвĕ, пуянлăхĕ пулнине палӑртнă.

"Раҫҫей самбинче Чăваш Ен шкулĕ  яланах тивӗҫлӗ шайра пулнӑшӑн чун-чӗререн савӑнатӑп. Раҫҫейре кăна мар, тӗнче шайĕнче  Чӑваш Енĕн самбо шкулӗнчен вĕренсе тухнӑ  ҫамрăксен ячĕсем чылай: кӗрешӳҫӗсем те, тренерсем те. Йӗркелӳҫӗсене паян ӑмӑртусене Шупашкар хулинче ирттерме йышăну тунăшăн чун-чӗререн тав тӑватӑп", - тенĕ Олег Николаев.

Сăмах май вăл регионта 2016 ҫултан пуҫласа  "Самбо - шкула" федераци проекчӗ анлăн пурнӑҫа кĕнине палăртнă. "Ҫак проекта пула ачасем ытларах та ытларах спортăн ҫак тӗсне кăмăл тăваҫҫĕ, самбо спортне хутшăнакансен йышĕ ҫулран ҫул ӳссе пырать. Ку, паллах, аван! Мӗншӗн тесен, кӗрешӳ сывлӑха ҫирĕплетет. Тепӗр тесен, ҫамрăксене эрех-сăрана, наркотика хирӗҫ тăма пулăшать. Самбо енĕпе ăсталăха туптакансем ҫакӑн пек сиенлӗ япаласемпе алхасмĕҫ. Самбо ҫыннăн кăмăл-туйăмне ҫирĕплетет, патриотсене ҫитĕнтерет», - тенĕ республика Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Пĕтĕм Раҫҫейри самбо федерацийӗн президенчӗ Сергей Елисеев мероприятине пухăннисене ăшшăн саламланă, чемпионат йӗркелӳҫисене, Раҫҫейре тата  республикӑра спортăн кӗрешӳ тĕсне аталантарнӑшӑн тав тунă.

"Чăваш Енре ҫав тери пысӑк шкул, кунта чӑнах та тахҫантанпах ӗҫлеҫҫӗ, Чăваш Республикин паллă спортсменĕсем Раҫҫейӗн пĕрлештернĕ йышне кӗреҫҫӗ", - тенӗ вӑл.

Сумлă хăнасем ҫĕнтерӳҫĕсене наградăсем парса чысланă. Раҫҫей Федерацийĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, Чăваш Енĕн самбо шкулĕнчен вĕренсе тухнă Елена Бондарева хĕрӳ тупăшура ыттисене кая хăварса ылттăн медаль ҫĕнсе илнĕ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев спортсменкӑна саламланă,  ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ҫӗнтерӳсем суннă. 

Фоторепортаж



02 марта 2020
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter