Олег Николаев налук службине уҫҫăн калаҫма чĕнсе каланă

Олег Николаев призвал налоговую службу к диалогуПравительство ҫуртӗнче кашни эрнере пулакан планеркăра  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан йывăрлăх ҫук пулсан, ăна юриех тупмасан та юрать тенĕ. Сăмах ку хутĕнче предприятисемпе налук службисем хушшинчи ĕҫлĕ хутшăнусем пирки пулнă.

Федерацин налук службин Чӑваш Республикинчи Управленийӗн ертӳҫине Марина Петровăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев хăш-пĕр ҫитменлĕхсем пирки каласа хăварнă. Социаллӑ сетьсенче час-часах хăш-пĕр организацисем пăшăрханса ҫырни сисĕнет. Нумай чухне парăм виҫи 50 тенкĕ пулсан та, налук служби тӳрех предприятисен пĕчĕк ҫитменлӗхĕсемшӗн счетсене хупса лартать. Каламасăрах паллă,  предприятисем умне йывăрлăх кун пек чухне туххăмрах сиксе тухать. Олег Николаев Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне – финанс министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Михаил  Ноздрякова тата Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне – экономика министрне Иван Моторина ыйтăва тишкерме хушнă.

"Пӗрлехи ӗҫсене, пӗрне-пĕри ăнланса пурнăҫласа пыма тăрăшмалла. Пĕчĕк кăлтăксемшĕнех предприятисене чарса лартни вырăнлах мар пулĕ тесе шутлатпăр.  Пирĕн пĕрлехи тĕллевсем - предприятисене тухӑҫлӑ ĕҫлеме условисем йĕркелесе парасси. Вĕсем  бюджета пысӑклатчӑр, социаллӑ тӗллевсене татса пама май туса парччӑр тесе тӑрӑшатпӑр", - палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Паянхи планеркăра Чӑваш Республикин Экономикăн аслă канашӗн ĕҫĕ пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.

Михаил Ноздряков ҫӗнӗ Канаш ӗҫӗпе специалистсем самай кăсăкланнине хыпарланă. «Палăртнă йыша ĕҫлеме кăмăл тăвакансене кĕртнĕ. Пĕрле пухăнса пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухма меллĕ, кирлĕ пек йышăнусем те туса хăварма аван», - тенĕ вăл.

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче информаци ресурсне йӗркелеме сӗннĕ. "Кашни сӑмаха илтмелле, ҫырса хумалла. Эпир мӗн туса пынине, хамӑр ума мӗнле тĕллевсем лартнине тата вӗсене мӗнле майсемпе пурнӑҫлассине пурин те лайăх ӑнланмалла", - тенӗ вӑл.

Фоторепортаж



02 марта 2020
14:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter