Чӑваш Республикин Экономикăн аслă канашӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ

Состоялось первое заседание Высшего экономического совета Чувашской РеспубликиАса илтеретпӗр, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Экономикăн аслă канашĕ пирки указа нумаях пулмасть, нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕччĕ. Палăртнă канаш регионăн экономикине тата социаллӑ ыйтăвĕсене татса парас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ тытăм шутланать. "Малашне эпир Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи канашлу органӗсен ĕҫĕсемпе пурнӑҫра усӑ курма тытăнăпăр", палӑртнӑ Олег Николаев ларăвăн пӗрремӗш ĕҫне уҫнӑ май.

Канаш ӗҫĕн тӗп тĕллевĕсенчен пĕри вӑл бизнеса, влаҫа тата наукӑна пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнтарса пырасси.  Ҫакӑ экономикӑна ҫĕнĕлле вăй илтерсе пыма май парать.  Наци проекчĕсене тивĕҫлĕ шайра пурнăҫласа пыма витĕм кӳрĕ.  Вӗренӳ тытӑмне паянхи пурнăҫ таппинче мӗнле компетенцисем кирлине те тупса палăртма пулăшĕ.  

"Тӗп тӗллев – вăхăта вăраха тăсса пымасăр инвестици климатне лайăхлатассипе ырми-канми тăрăшасси. Паха проектсене пурнӑҫлассипе ятарлӑ йышӑнусем тума пуҫламалла. РФ Патшалăх Думинче ĕҫлекен депутатсемпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлемелле.  Вак тата вӑтам бизнеса аталантарас енӗпе те тĕрлĕ представительсемпе хутшӑнса пымалла", палӑртнӑ Олег Николаев.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунăранпа 75 ҫул тата Чӑваш автономи облаҫӗнче 100 ҫул ҫитнине палăртса регионта курăмлă мероприятисем йĕркелесе пынине палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Пуш уйăхĕнче республикăра культура пулӑмӗсен марафонне  ирттерме палăртнă. Ӗҫлĕ уҫă калаҫусем те сахал мар плана кĕртсе хăварнă.  Республика тулашĕнче те чылай тĕлпулусем иртĕҫ.  Олег Николаев Экономикăн аслă канашĕн членĕсене ҫӳлерех асăннă уявсене хастартарах хутшӑнма чӗнсе каланӑ.

Чӑваш Республикин Экономикăн аслă канашне Раҫҫей Федерацийӗн Патшалăх Думин депутатне, Финанс рынокӗн Комитечӗн Председательне Анатолий Аксакова ертсе пыма шаннă. "Пирĕн тĕп тĕллев  – халӑхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пыма витĕм кӳресси. Шел пулин те, 2018 ҫулччен Чăваш Республики  Раҫҫей Федерацийӗн ытти субъекчĕсем хушшинче 78 вырӑнта ҫеҫ пулнă, Атăлҫи федераци округĕнче 14 вырӑнта. Экономика ӳсӗмӗ пултӑр тесен, инвестици ытларах хывма тăрăшмалла. Экспертсен хаклавӗ тӑрӑх, инвестицисем 2 хут ӳсмелле", палӑртнă Анатолий Аксаков. Чăрмавсем пачах та пулмалла мар, пĕр-пĕринпе килĕшсе яланах ĕҫлемелле тенĕ вăл.

"Сӑмахран, Вӑрмарта ҫур ҫул хушши газ трубине предприятине илсе ҫитерме ыйтăва татса парайман. Тĕлĕнмелле япала.  Бизнес вăхăтра аталанса пыраймасть, тупӑшсем ҫук, экономика ӳсӗмӗ палăрмасть, район ҫыннисемшӗн ӗҫ укҫи те пулаймасть. Пирӗн тӗллев – кун пек пăтăрмахсенчен малашне сыхă тăрасси. Чăрмавсем тумалла мар», асăрхаттарнă Анатолий Аксаков.

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Аппарачӗн саккунӗсемпе парламент программисен пайӗн тӗп  советникĕ Александр Невский, Чӑваш Республикин Экономикăн аслă канашĕ региона аталантарассинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртать. "Предприятисен ертӳҫисем, наукӑн представителӗсем, федераци органӗсен пуҫлăхĕсем, депутатсем  пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеҫҫĕ. Республикăн социаллӑ пурнӑҫĕпе экономика аталанӑвне витĕм кӳрекен хӑватлӑ ӗҫ органӗ йӗркеленни савӑнтарать", - тенĕ вӑл.

"Чӑваш Республикин Экономикăн аслă канашне программӑсем хатӗрлекен специалистсене йыхравлани питĕ паха. Ушкăнпа пĕрле пăхса тухнă шухӑш  яланах лайăх", - палӑртнă "Регионсен аталанӑвӗн Пӗтӗм тӗнчери центрӗ» АХО генеральнăй директорĕ Игорь Меламед

 Фоторепортаж



02 марта 2020
07:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter