Ветерансене «Çĕнтерÿ» десанчĕ пулăшать

Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарас умĕн Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комлекслă центр «Çĕнтерÿ десанчĕ» проект пуçарнă. Кун пирки ЧР Ĕçлев министерстви пĕлтерет.

Соцĕçченсем волонтерсемпе, çамрăксен организацийĕн хастарĕсемпе пĕрле 12 ветеран патне çитсе пулăшнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, салтакăн тăлăх арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене хваттерте çуса тасатса параççĕ, юр хыраççĕ, кил-çурт таврашĕнче, пахчара тирпейлеççĕ.

www.hypar.ru

Алина ТИМОФЕЕВА.

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
02 марта 2020
16:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter