Налукçăсемпе уйрăммăн калаçасшăн

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура регионти «Çамрăк профессионалсем» /Worldskills Russia/ чемпионат кăтартăвĕсемпе вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Яковлев паллаштарчĕ. Унта хутшăнакансен шучĕ ÿссе пыни çинчен пĕлтерчĕ — ку хутĕнче 428 çамрăк тупăшнă. Пирĕн яш-кĕрĕм çак чемпионатăн сумлă шайри тапхăрĕнче те ăнăçлă тупăшас шанăç пур. Раççейĕн самбо чемпионачĕ те Шупашкарта ăнăçлă иртнĕ — ун çинчен спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Богаратов каласа пачĕ.

«Çĕр улми — 2020» курав кăтартăвĕсене ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕ. Ку хутĕнче унта тăхăр теçетке компани хутшăннă. Иккĕмĕш çăкăрăн çĕнĕ 25 сорчĕ, ял хуçалăх техникин 50 ытла единици, çĕр улмирен хатĕрленĕ 100 ытла блюдо, удобрени туса кăларакан компанисемпе тунă килĕшÿсем — курав лайăх иртнĕ.

Юлашкинчен вара Олег Николаев налуксемпе çыхăннă ĕç-пуç тавра сăмах пуçарчĕ. Те иртнĕ эрнере Аслă экономика канашĕн пирвайхи ларăва пухăнни витĕм кÿнĕ — çак кунсенче ун ячĕпе чылай ыйту килнĕ иккен. Бизнес представителĕсем налук служби хăйсен налукпа çыхăннă пĕчĕк парăмĕшĕнех предприятисен шучĕсене блокировка туни пирки пăшăрханса пĕлтереççĕ.

Олег Алексеевич иккĕленмест: çапла хăтланни предприятисемшĕн пысăк чăрмав пулса тăрать, вĕсен ĕçне такăнтарать. Çавна май вăл Экономика аталанăвĕн министерствине банксемпе çыхăнса «хупса хунă» счетсене «уçмашкăн» мĕн чухлĕ вăхăт кирлине тĕпчесе пĕлме, ку енĕпе те ыйтăм ирттерме сĕнчĕ. Çав тĕпчев кăтартăвĕсем налукçăсемпе уйрăммăн калаçмалли сăлтав пулĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
02 марта 2020
16:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter