"Инфекци республикăра сарăлса ан кайтăр тесен, кирлĕ пек мĕнпур ҫирĕп мерăсене йышăнмалла", - тенĕ Олег Николаев

Олег Николаев: «Нам необходимо сделать все, чтобы не допустить масштабного распространения инфекции»Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Роспотребнадзорӑн Чӑваш Республикинчи Управленийӗн ертӳҫипе Надежда Луговскаяпа тата Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Владимир Степановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Надежда Луговская  хăйĕн сăмахĕнче  регионта пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче  ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗпе COVID-19 чирлекен пӗрремӗш  ҫынна тупса палăртнине, официаллӑ йӗркепе регистрацилени ҫинчен пӗлтернӗ. Арҫын Бразилирен Швейцарине, кайран Мускава малалла вара Шупашкара транзитпа килнӗ. Медицина ĕҫченĕсем ҫынна тĕплĕ тĕрĕсленĕ, чире тупса палăртсан, тӳрех госпитализациленӗ. Роспотребнадзор Управленийӗн специалисчĕсем кирлĕ пек мĕнпур мероприятисене туллин прнăҫланă,  чирлĕ ҫын кампа малтан ҫыхăну тытнине пĕлсен, вĕсене те тĕрĕслев витĕр кăларнă. Анализ тунă хыҫҫăн, вăл ҫынсен COVID-19 инфекцийĕ ҫук тесе ҫирĕплетнĕ специалистсем.

«Чирлӗ ҫын самолет ҫинче те калаҫусем ирттернĕ. Вӑл икӗ борт ҫинче пулнӑ. Пассажирсем пирки туллин хыпарсем пур. Вĕсене те ҫирĕп тĕрĕслев витĕр кăларĕҫ. Ют ҫĕршывсенчен килекен граждансене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ республикăра. Енчен те килсе ҫитнĕ пулсан, вĕсене тӳрех 14 кун хушши медицина ĕҫченĕсем сăнава илеҫҫĕ», - тесе ҫирĕппĕн каланă Нваждежда Луговская.  

"Лару-тӑру сехетсерен мар, минутсерен улшӑнса пырать ӗнтӗ. Регламентпа килӗшӳллӗн мӗнпур мерӑсене йышӑннă. Анчах та Чӑваш Республикин территорийӗнче пӗрремӗш тӗслӗх тупса палӑртни пире ҫӗнӗ тӗллевсем лартма хистет. Ҫак инфекци малалла ан сарӑлтӑр тесен пирӗн пĕрле ĕҫлемелле, тимлĕхе ҫухатма юрамасть, питĕ асăрхануллă пулмалла, тухтăрсем мĕн сĕннине шута илмелле, халăха вăхăтра тĕрĕс хыпарсем пĕлтерсех тăмалла», - тесе каланă Чăваш Республикин пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

 Аса илтеретпӗр, ют ҫĕршывсенчен килсе ҫитнĕ граждансен хăйсем пирки  пĕлтермелле, COVID-19, Федерацин потребительсен прависен хӳтӗлевĕпе ҫын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи Управление шăнкăравламалла (88352) 58-24-48, 58-51-66.

Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавĕн министерствине те ҫак телефонпа шăнкăравласа тухма юрать 8 (8352) 26-14-14 



20 марта 2020
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter