Чӑваш ен Тӗп ҫар комиссариачӗсен хушшинче граждансене ҫар службине лайӑх хатӗрлеc енĕпе 1-мӗш вырӑн йышӑннă

Паян, пуш уйăхĕн 23-мӗшӗнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев республика Правительствин членӗсемпе, федераци влаҫӗн территори органӗсен тата темиҫе муниципалитетсен ертӳҫисемпе пӗрле планерка ирттернĕ. Канашлура Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин ырă хыпар пирки чарăнса тăнă.  Ҫамрăксене патриотла воспитани парас, яшсене ҫар ретне тăма тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пырас ĕҫсемпе регион Атăлҫи округра ыттисемшĕн паха тĕслĕхре пулнине пĕлтернĕ.  Палăртма кăмăллă, аслă пĕлӳ илнĕ ҫамрăксем ҫар ретне хаваспах кайни те, ҫитĕнекен ăру ҫĕршыва хӳтĕлес ĕҫе пысăк шайра пурнăҫлама тăрăшнине ҫирĕплетет тенĕ республикăн ҫар комиссарĕ.     

Канашлӑва хутшӑнакансем регион территорийӗнче  ҫуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнчи лару-тăру пирки сӳтсе явнă. Чӑваш Республикин граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен  патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров хăйĕн сăмахĕнче,  пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав районӗсемпе Улатӑр хулисенчи  лару-тăрăва специалистсем тишкернине хыпарланă. Шыв пӑрӑхӗсене тата территорисене шыв кӗртмелли вырӑнсенче пăтăрмахсем пулнă тĕслĕхсене тупса палăртман тесе пĕлтернĕ. Пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

"Ҫурхи шыв-шур кăҫал йĕркеллĕ иртет. Регионта чрезвычайлӑ лару-тӑру пулман», -  палӑртнӑ Вениамин Петров.

Пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри -  пулӑҫсем,  вĕсем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫӳхе пӑр ҫине тухаҫҫĕ. Инкеке лексен вара, пурнăҫран вăхăтсăр уйрăлса каяҫҫĕ тенĕ ведомство ертӳҫи.   

Олег Николаев пӑр ҫине тухакансене тата  ҫавӑн пекех вут-ҫулӑмпа асӑрхануллă пулманнисене те ҫирĕп явап тыттарма чĕнсе каланă.

Паянхи планеркăра ҫавăн пекех сунарҫăсем пирки те ыйтăва хускатнă, йĕрке пăсакансене саккун умĕнче ҫирĕп явап тыттарма каланă.

Фоторепортаж



23 марта 2020
11:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter