Чӑваш Ен тӗп хулинче "Манӑн бизнес" предпринимательсене пулӑшмалли центр уҫӑлнӑ

В столице Чувашии открылся центр поддержки предпринимателей «Мой бизнес»Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев «Манăн бизнес» пĕрлехи центра уҫнă ҫĕре хутшăннă.  Объекта вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне витĕм кӳрессипе ĕҫлекен республикăри бизнес- инкубатор  бази ҫумĕнче хута янă.

Ҫĕнĕ центра наци проекчӗн шайӗнче "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси"  программăна тĕпе хурса пурнăҫа кĕртнĕ. Палăртмалла, пĕлтерĕшлĕ пуҫарăва ҫĕршыв Президенчĕ  Владимир Владимирович Путин йĕркеленĕ.

Олег Николаев центр ӗҫӗпе паллашнă, конференц-залсене тата ытти уйрăмсене пăхса хакланă.

"Эпӗ кунта центр ĕҫĕпе тĕплĕн паллашрăм. Условисене курса тухрăм.  Малашне пĕр-пĕринпе ăнланса  тухăҫлă ĕҫлесе пымалла. Ҫĕнĕлĕхсем пире те сире те ĕҫре пысăк витĕм кӳрĕҫ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх прнăҫлакан Олег Николаев.   

 Унтан вӑл республикӑри предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕҫлекенсемпе тĕл пулнă. Олег Николаев Чӑваш Енре ӗҫлӗ климата аталантарасси ҫине уйрӑмах пысăк тимлӗх уйӑрнине палăртнă.

"Бизнес-идейӑна  пулăшасси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксене те предпринимательлĕх пайне явăҫтарма тытăнмалла, вĕсенче  предпринимательлĕх шухӑш-кӑмӑлне вӑратмалла.  Пӗчӗк тата вӑтам предприятисен ӗҫ тухӑҫлӑхӗнчен пирӗн регион экономики пĕтĕмпех епле пулса пырасси килет. Пирӗншӗн ку республика аталанӑвӗн, пурнӑҫӑн пур сферинче те улшӑнмалли май. Ку вӑл ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тӑвасси, ӗҫ укҫи шайне ӳстересси  тата ытти те", - тенĕ республика Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

"Пирӗн сирӗнпе кунта ӗҫе ҫапла йӗркелемелле: ҫынсем ӗҫе пуҫӑнччӑр, бизнес мӗнле тума пултарнине ӑнланччӑр. Тухăҫлăх тени ӳссе пымалла, кăтартусем хăпармалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлӑхӗн тивҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Палӑртса хӑварар, "Манӑн бизнес" центрта предпринимательсене тӗрлӗ сферӑран, ҫавӑн пекех хӑйсен ӗҫне пуҫлама шутласа хуракансене пулӑшу парӗҫ. Предпринимательлӗх енӗпе специализациленӗ программӑсем туса хатӗрленӗ. Кӑсӑкланакансем тӳлевсӗр е ҫӑмӑллӑхлӑ условисенче вӗренме пултарӗҫ. Вӗренӳ формачӗсем тӗрлӗ пулма пултараҫҫӗ-онлайн-вебинартан пуҫласа ӑсталӑх класӗсем, тренингсемпе семинарсем таран.

Фоторепортаж



23 марта 2020
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter