Чӑваш Республикинче коронавирус енĕпе лару-тӑрăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ

Ситуация с коронавирусом в Чувашской Республике остается контролируемой Кун пирки пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере иртекен канашлура Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пӗлтернĕ.

" Пирĕн тимлĕхе ҫухатма юрамасть, питĕ асăрхануллă пулмалла. Профилактика мероприятийĕсене ҫивĕч йĕркелемелле", - палӑртнă регион ертӳҫи.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев иртнĕ эрнере республикăра усал чирпе чирлекен пĕр ҫынна тупса палăртнине асăнса хăварнă.  Паянхи кун пурĕ регионта 270 ҫынна медицина ĕҫченĕсем ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ, 26-шĕ сиплев учрежденийĕсенче, вĕсене специалистсем пăхса тăраҫҫĕ.

"Ҫĕнĕ фактсем ҫук. Ку лайăх. Пирӗн лару-тӑрӑва тĕрĕслесех тăмалла. Самантлăха та тимлĕхе ҫухатма никамăн та ирĕк ҫук", - тесе ҫирĕппĕн каланă Олег Николаев. Коронавирус сарӑлассинчен асăрханмалли профилактика мероприятийĕсене пурин те пăхăнмалла тесе тепĕр хут асăрхаттарнă вăл.

Коронавирус пăтăрмахĕсене пула, хăш-пĕр йывăрлăхсем те сиксе тухаҫҫĕ предпринимательсем умне. Экономикăна пĕр тикĕс лайăх чарăнусăр аталанса пыма хушма мерăсем йышăнса пыраҫҫĕ. Калăпăр, налук пайĕнче ҫăмăллăх условийĕсене вăхăтлăха пăхса хăварнă. Енчен те налук тӳлекен шăпах та ҫак ҫӳлерех асăннă усал чирпе чирлет пулсан, ăна каярахри тапхăрпа налуксем тӳлеме вăхăт парасси куҫкĕретех пулĕ.

Унсӑр пуҫне Чӑваш Енре, Раҫҫей Федерацийӗн ытти субъекчӗсенчи пекех, 2020 ҫулхи ҫурхи тапхӑрта регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсем тӑрӑх йывăр тиенĕ транспортсен ҫӳреме ирĕк ҫук. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, машинăсене енчен те медицина препарачӗсемпе, пуринчен ытла апат-ҫимӗҫ таварĕсемпе пулсан, вĕсене тараса тӗрӗслевӗ ирттерет имĕш.

Иртнӗ эрнере республикăра хăш-пĕр апат-ҫимӗҫ таварӗсем пирки хытӑ калаҫу пулнă. Хăшĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсем 3 хут та ӳсни сисĕнкелерĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

"Иртнӗ эрнерен пуҫласа Раҫҫей Министерствин рекомендацийӗсемпе килӗшӳллӗн эпир суту-илӳ сечӗсенче куллен мониторинг тума пуҫларӑмӑр. Чӑваш Республикинче юнкун-кӗҫнерникун таварсен хакĕсем  вӑтам кӑтартусенчен чылай пысӑкрах пулни курăнчĕ. Пуринчен ытла тушенка, макарон изделийӗсем, гигиена хатӗрӗсем. Анчах эрнекунтан пуҫласа лару-тăру уҫăмланчĕ, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланма тытăнчĕ", – тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Правительствин вице-премьерӗ Иван Моторин.



23 марта 2020
13:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter