Чӑваш Республикин влаҫ органӗсенче тăрăшакансем дистанци йӗркипе ĕҫлеме пуҫлĕҫ

COVID-19 вируса хирĕҫ кĕрешес тата унтан сыхланас тĕлĕшпе Чӑваш Республикинчи ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тăрăшакансем  ĕҫсене пурнăҫлама ҫӗнӗ форматсем ҫине куҫĕҫ.

Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чăваш Республикин Правительство членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев канашлăва ҫĕнĕ форматпа йĕркеленĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем тата ытти хăш-пĕр тытăмра вăй хуракансем мероприятине видео мелĕпе пăхса, унти лару-тăру пирки пĕлме пултарчĕҫ.

Влаҫ органӗсене тăрăшакансене малашне вăхăтлăха  дистанци форматӗнче аудио - тата видео-ҫыхӑну мелӗпе усӑ курса канашлусем ирттерме сĕннĕ.

Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви туса хатӗрленӗ методика рекомендацийӗсемпе килӗшӳллӗн граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе пулӑшу ӗҫӗсене почта ҫыхӑнӑвӗпе усӑ курма е Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен йышăну порталӗ урлӑ илме условисем пур. http://www.cap.ru/feed-back/form телефонсем: (8352) 39-36-43, 64-20-09, 62-34-53.

Аса илтеретпӗр, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Республикин территорийӗнче ҫӗнӗ коронавирус чирĕсем сарăласран хатӗрлӗх режимне йышăнса хăварнă. Чӑваш Енре чир-чӗр ересрен хӳтӗлекен хушма мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, республика территорийӗнче массӑллӑ мероприятисем ирттерме чарнӑ.



23 марта 2020
10:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter