Дмитрий Мулендеев фристайлçă Сочирен çĕнтерӳпе таврăннă

Иртнĕ эрнере Сочире спорт сезонне вĕçлекен "Роза Хутор" Пĕтĕм Раççей турнирĕ пулнă. Унта Раççейри тĕрлĕ хуларан 50 спортсмен пуçтарăннă.

Чăваш Енри Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн фристайл уйрăмĕн воспитанникĕ Дмитрий Мулендеев унта лайăх кăтартупа савăнтарнă. Вăл фристайлăн çĕнĕ дисциплининче — "джиббингра" (пăрăхсенчен йĕркеленĕ тĕрлĕ конструкци тăрăх йĕлтĕрпе ярăнасси) — çĕнтернĕ.

Дмитрий Мулендеева ăмăртусене хатĕрлекенĕ - Никита Васильев тренер. 

www.hypar.ru



24 марта 2020
17:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter