Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Культура ӗҫченӗсен кунĕ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем, отраслӗн хаклӑ ветеранӗсем!

Професси уявӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Эсир пире илемлӗхе курма вӗрентетӗр, тӗнче культурин нумай евӗрлӗхне уҫса паратӑр. Ҫакна та палӑртмалла: сирӗн пархатарлӑ ӗҫӗр Чӑваш Республикин культурин чи лайӑх йӑли-йӗркине сыхласа упрама тата малалла аталантарма пулӑшать.

Эсир кирек ӑҫта та – библиотекӑсемпе музейсенче, архивсемпе театрсенче, культура ҫурчӗсенче е искусство шкулӗсенче – питӗ кирлӗ ӗҫе пурнӑҫлатӑр. Ҫакна ӑса хывса, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин культурӑна, вӑл хальхи обществӑн тӗп сферисенчен пӗри пулнине кура, уйрӑм наци проекчӗ пек уйӑрса палӑртрӗ. Ӑна пурнӑҫлани отрасле аталантарма ҫӗнӗ вӑй-хал хушасса, республикӑри культура пурнӑҫӗн пахалӑхӗпе тӗрлӗлӗхне курӑмлӑн ӳстерме пулӑ­шасса шанса тӑратӑп.

Эпир ҫӗршывӑн культура пурнӑҫӗнче Чӑваш Ен паллӑ вырӑн йышӑнса тӑнипе мухтанатпӑр, пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери фестивальсемпе конкурссенче тӑван республикӑн ӑс-пурлӑхӗпе паллаштаракан пултарулӑх коллективӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн са­вӑнатпӑр.

Профессие чунтан парӑннӑшӑн, ӑсталӑхӑршӑн тата ӗҫчен пулнӑшӑн сире чун-чӗререн тав тӑватӑп. Пурсӑра та мӗнпур ла-йӑххине, ырлӑх, хавхалану тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан              Олег Николаев



25 марта 2020
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter