Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Олег Николаев взял на контроль организацию перехода на дистанционный формат обучения школьниковЧăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев паян ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Яковлев тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ Алла Салаева хутшăннă. Тĕп ыйту – коронавирус чирĕ сарăласран асăрханса республикăри вĕренӳ учрежденийĕсене дистанци мелĕпе пӗлӳ парасси ҫине куҫарасси.

«Палăртса хунă тăрăх, ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен шкул ачисем дистанци мелĕпе пӗлӳ илеҫҫĕ. Ачасен анчах мар, ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен те ыйту чылай. Условисем пирки тĕплĕнрех пĕлесшĕн вĕсем», -  тенĕ регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

"Паллах, пурне те вӗренӳ пахалӑхӗ мӗнлерех пуласси хумхантарать. 10 кун хушшинче чылай улшăнусем пулма пултарĕҫ. Уйрăмах тӗрӗс наукӑсене вӗрентекенсем пăшăрханаҫҫĕ.  Программăна кая юлса пурнăҫлас хăрушлăх пур теҫҫĕ специалистсем. Пур ыйтусене те уҫҫӑн татса памалла. Чи кирли, пирӗн ҫынсене тĕрĕс хыпарсене вӑхӑтра пĕлтерсе тăмалла", - палӑртнă шухăша регион Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Чӑваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Яковлев палӑртнӑ тӑрӑх, вӗренӗве  вăхăтлăха электронлă рессурсен витĕмӗпе усӑ курса  йӗркелесе пырĕҫ, вĕсене Раҫҫей Федерацийӗн Ҫутӗҫ министерстви ҫапла тума сĕнет. Условисем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕҫ тесе ҫирĕплетсе каланă ведомство ертӳҫи.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн  ҫумĕ Алла Салаева республикӑри  шкулсенче информаципе коммуникаци технологийӗсен витĕмĕ пысăк пулнине каланă. Вӗрентӳ ӗҫӗнче электронлӑ формăсемпе усӑ курма, уроксене йӗркелеме пӗрлехи ҫирĕп стандарт туса хатӗрлемеллине палӑртнă вăл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев асăннă шухăша ырланă, вĕрентекенсене ачасемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли алгоритма туса хатӗрлеме хушнă.

«Пирĕн кирек-епле ыйту ҫине те вăхăтра хурав памалла. Ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ кăсăкланакан ыйтусене тимлĕхсĕр хăварма никамăн та ирĕк ҫук», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Олег Николаев

Фоторепортаж



25 марта 2020
16:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter