Чӑваш Енре инвестициллĕ проектсене пулӑшу памалли йĕркене ҫĕнетĕҫ

В Чувашии изменят механизм поддержки инвестиционных проектов

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – республика территорийĕнче инвестици проекчӗсене патшалăх енчен паракан пулăшу йĕркине ҫĕнетесси. Палăртнă саккун проекчĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Иван Моторин паллаштарнă.

Ĕҫ хутĕнче республикӑн адреслӑ инвестици программине кĕртме палăртнă инженерипе транспорт инфратытăмĕн объекчĕсене тĕпрен юсаса ҫĕнетнĕ чухне укҫа-тенкĕпе тивĕҫтермелли ҫĕнĕ йĕрке пирки асăннă. Анчах та асӑннӑ объектсене промышленноҫ производствипе агропромышленноҫ комплексĕн тăрăмĕнчи инвестици проекчӗпе килӗшӳллӗн тумалла. Саккунри ҫĕнĕлĕхсемпе ҫавнашкал условисемпе кӑна усă курма пултарĕҫ.  

Тăкаксене субсиди мелĕпе саплаштарма Чӑваш Республикин республика бюджетӗнче укҫа-тенкӗ пăхса хăварнине, патшалăх пулăшăвне Инвестици политикин канашĕн йышӑнӑвӗпе килĕшӳллĕн конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх уйӑрса парассине асăннă Иван Моторин..

"Ман шутпа, пулӑшупа тивĕҫтермелли питӗ тĕрĕс йĕрке. Федераци шайĕнче те ҫакнашкал  условисене саккунпа пăхса хăварнă. Кун пек ҫул-йĕрпе кайсан, эпир инвестици проектне пурнӑҫа кĕртес ӗҫе хӑвӑртлатма пултараятпăр, бюджет укҫипе тĕллевлĕн усă курнине те ҫирĕп тĕрĕслевре тытаятпăр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

Фоторепортаж



25 марта 2020
14:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter