«Ҫӗршыв Президенчӗ палăртнă ҫĕнĕ пуҫарусем пирки ҫынсем патне вăхăтра хыпарсене илсе ҫитермелле», - тенĕ Олег Николаев

Олег Николаев: меры поддержки, озвученные Президентом страны, должны быть максимально оперативно доведены до людей

Ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин телевиденипе тухса калаҫнӑ. Вăл палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Правительство членĕсемпе черетсĕр канашлу ирттернĕ. 

«РФ Президенчĕ ҫĕршыв экономикине, граждансене комплекслă пулăшу памалли майсене палăртрĕ. Кашни ҫыннăн сывлăхĕ, ырлăхĕ – патшалăх влаҫӗн мĕнпур институчĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни пирки пӗлтерчӗ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. 

Чăваш Республикин патшалăх влаҫĕн мĕнпур тытăмĕнче вăй хуракансем ҫĕршыв Ертӳҫи палăртнă ҫĕнĕ пуҫарусене пурнăҫа кĕртсе пыма хатĕррине ҫирĕплетнĕ Олег Николаев

"Палӑртнӑ мерӑсене пурнӑҫлама, пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме, информаци, консультаци енӗпе тивӗҫтермелли тытӑмсене тӗплӗн хатӗрлеме хушатӑп. Республика Правительствин ҫынсене пулӑшу памалли ҫӗнӗ мерӑсем  ҫинчен халăха тĕрĕс те  вăхăтра пӗлтерсе тӑма тăрăшмалла", -  тенĕ вăл.

"Президент каланă сăмахсем витĕмлĕ, вĕсем пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килеҫҫĕ. Эпир РФ патшалăх влаҫ тытăмĕнче тăрăшакансемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлетпĕр.  Укҫа-тенкĕпе ҫыхăннă ыйтусене вăхăтра татса парăпăр», - тенĕ Михаил Ноздряков.

Аса илтеретпӗр, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Раҫҫей  Федерацийĕн Президенчӗ Владимир Путин ҫӗршывра  COVID-19 ҫӗнӗ коронавирус сарӑлнӑ  пирки пĕлтернĕ,  халăха асăрхануллă пулма чĕнсе каланă.



26 марта 2020
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter