Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Шупашкарти ача-пӑча инфекци больницин ҫӗнӗ корпусĕн строительство ĕҫне ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ

Врио Главы Чувашии взял под личный контроль сроки завершения строительства нового корпуса детской инфекционной больницы 

Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Шупашкарти  Ача-пӑча 2-мĕш больницин строительство ĕҫĕпе паллашнă.  Палăртнă объекта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне тĕпе хурса пурнăҫа кĕртеҫҫĕ. Строительство ĕҫĕсен тапхăрĕ вăраха тăсăлса кайнă, графикран юлса пыни сисĕнет. Проектпа-смета ĕҫ хучĕсем тивĕҫлĕ шайра пулманран ҫурта хăпартас ĕҫре чăрмавсем сиксе тухнă. Сăлтавĕ те паллă, проекта кулленех улшăнусемпе тӳрлетӳсем кĕртни. 

 «Чи малтан проекта Мускавра ĕҫлекен пĕр фирма 2014 ҫулта хатĕрленĕ пулнӑ. 2018 ҫулта документ экспертиза витĕр тухнă.  Хыҫҫăн тӳрех ĕҫе кӳлĕнтĕмĕр.  Сахал мар чăрмавсем сиксе тухрĕҫ.  Заказчик, хăй ҫине пысăк яваплăх илсе, проекта тӳрлетӳсем кĕртсе хăварма шут тытрĕ. Эпир пурпĕрех строительствӑна чарса лартмарăмăр, малалла ӗҫлерӗмӗр.  Халĕ ĕнтĕ объектра ĕҫсем вĕҫленсе пыраҫҫĕ тесен те йăнăш мар», - пĕлтернĕ «СМУ-115» ТМЯО директорĕ Андрей Баринов.

Проекта тӳрлетӳсем кĕртнӗ хыҫҫăн документа тепĕр хут экспертиза ирттерме янă, пурте йĕркеллĕ пулсан, ака уйăхĕн пĕрремĕш ҫурринче пурнăҫа кĕрĕ???. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче регионта пурăнакансем ҫуртăн ҫĕнĕ корпусĕ уҫăласса чăтăмсăррăн кĕтнине пӗлтернӗ, малашнехи ĕҫсене хӑй ҫирĕп тĕрĕслесе пырассине те асăнса хăварнă.

«Паянхи пурнăҫра проектпа смета ĕҫ хучĕсен пахалăх шайне ӳстерсе пырасси ҫине пысăк тимлĕх уйăрмалла.  Кунта эпир документа кирлĕ пек шайра хатĕрлеменнине курса ĕнентĕмĕр. Малашне кун пек пăтăрмахсем сиксе тухассинчен сыхă тăмалла, ҫавнашкал кӗтмен чăрмавсем пулмалла мар», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев журналистсен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă май.  

«Пирĕн строительство ыйтăвĕсемпе ҫыхăннă ĕҫсене тĕп врачсене явăҫтармалла мар. Вĕсен  тĕп тĕллевĕ - халăха сиплесси. Ыйтусене Чӑваш Ен Строительство министерствин ҫирĕп тĕрĕслевре тытмалла. Улĕмрен кун пек тӗслӗхсем пулмассине, проектпа смета ĕҫĕсен пахалăх шайĕ  ӳсессине те шанатăп. Специалистсен ĕҫĕсене ҫирĕп тишкермелле», - тесе асăрхаттарса хăварнă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.  

 

Фоторепортаж



26 марта 2020
15:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter