Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев «Холдинговая компания «Ак Барс» АО генеральнӑй директорӗпе Иван Егоровпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернĕ

Олег Николаев провел рабочую встречу с генеральным директором АО «Холдинговая компания «Ак Барс» Иваном Егоровым   Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев «Холдинговая компания «Ак Барс» АО генеральнӑй директорӗпе Иван Егоровпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернĕ.

   Уҫă калаҫăва  ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата "Авангард" ТМЯО генеральнӑй директорӗ,  Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Курчаткин хутшӑннă.

   Иван Егоров Олег Николаева холдинг ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнă.  Вĕсен тытăмне пĕтĕмпе  80 яхӑн предприяти кĕнине хыпарланă.  Федераци шайӗнче те вĕсем анлăн сарăлнине пĕлтернĕ сăмах май.  Ҫулталӑкри таварсен ҫаврӑнӑшӗ -107 млрд тенкӗпе танлашать.

   Холдинг тытӑмӗнче тӗп вырӑна агропромышленноҫ предприятийӗсен комплексӗ йышӑнать. Чи малтисенчен пӗри - Чӑваш Ен территорийӗнче вырнаҫнӑ "Авангард" ТМЯО. Предприяти выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес, ӳсен-тӑран лартса ҫитĕнтерес ӗҫре тимлет, аш-какай продукцине тирпейлесе кăларассипе курăмлă тăрăшать. "Авангард" ТМЯО генеральнӑй директорĕ Николай Курчаткин каланӑ тӑрӑх, предприятинче тирпейленсе тухакан сысна какайĕ Чӑваш Енри пӗтӗм  кăтартуран 60 процентне йышăнать имĕш.

   Предприятире 700 яхӑн ҫын ӗҫлет, вӑтам ӗҫ укҫи вĕсен 35 000 тенкĕ.

   Олег Николаев холдинг аталанса, хӑватланса пырасса шанса каланă.

   «Чӑваш Республикин территорийӗнче сире ĕҫленĕшĕн пысӑк тав.   Эсир пирӗншӗн  питӗ пĕлтерĕшлĕ.  Предприяти пысӑк технологиллӗ, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан условисене тивĕҫтерет.  Производствăра Чăваш Ен халăхĕ ĕҫлесе хăйсен тупăшне ӳстерет. Ҫынсем те кăмăллă сирĕнпе», - палӑртнӑ вӑл.

Фоторепортаж



27 марта 2020
08:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter