Олег Николаевпа Алена Аршинова Чӑваш Енре пурӑнакансен ырлăхĕшĕн пĕрле килĕшсе ĕҫлесси пирки канашланă

Олег Николаев и Алена Аршинова договорились о совместной работе в интересах жителей Чувашии

Паян пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ командировкăпа  Мускавра. Унта вăл тĕлпулусем  ирттерме палăртса хунă. Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министерствинче, Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫ министерствинче пулса уҫă калаҫусене хутшӑнасси паллӑ.  

Ирхине Олег Николаев Алена Аршиновăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Палăртса хӑваратпăр, «Единая Россия»  партин регионти уйрăмĕн секретарĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлама ăна 2020 ҫулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче шаннă.     

Регион Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Алена Аршиновăна ҫĕнĕ статуса йышăннă ятпа саламланă, малашне те Чăваш Республикинче пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлеме каланă.

"Чӑваш Енре ҫитес икӗ ҫулта политика пурнӑҫӗнче пысăк пулăмсем пулса иртмелле.  Кӑҫал – республика Пуҫлӑхӗн тата вырӑнти представительлӗ тытăмсен суйлавӗ иртет, кайран вара халӑх РФ Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалӑх Канашне  депутатсем суйлĕ»,   - тенӗ вӑл.

"Ку пысӑк яваплӑх, умра ҫӑмӑлах мар тĕллевсем тӑраҫҫӗ. Республикӑра партисене аталанма мĕн кирлине пĕтĕмпех тума тӑрӑшăп.  Халăхăн ыйтăвĕсене татса парассипе те ҫине тăрса ĕҫлĕп, ҫав шутрах коронавирус инфекцийĕпе кĕрешес ыйтăва та тĕрĕслеве илĕп», - тенĕ Алена Аршинова.    



27 марта 2020
14:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter