Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев "Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерствин проектсен дирекцийӗ" ФАУ ертӳҫипе Павел Даниловпа тӗлпулу ирттернĕ

Олег Николаев обсудил вопросы благоустройства малых городов с руководителем ФАУ «Проектная дирекция Минстроя России»   Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх   пурнăҫлакан Олег Николаев "Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерствин проектсен дирекцийӗ" ФАУ ертӳҫипе Павел Даниловпа тӗлпулу ирттернĕ.

   Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Чӑваш Енри пӗчӗк хуласен территорисене тирпей-илем кӗртессине сӳтсе явнӑ, общество хутлӑхне  лайăхлатассипе ҫыхăннă проектсене укҫа-тенкӗпе тивĕҫтересси пирки ыйтусене  пăхса тухнă.

   Етӗрне, Канаш тата Улатӑр хулисене тирпей-илем кĕртмелли  проектсене пысăка хурса хакланă. Унта пурӑнакансемшӗн условисем чăнласах та,  хӑтлӑ тата илӗртӳллӗ пуласса каланă.

   Тӗлпулура ертӳҫĕсем  регионта компетенцисен центрне туса хурасси ҫинчен те сӑмахланă.  Унти паха специалистсем муниципалитетсене тирпей-илем кӗртес енӗпе  пурнăҫланакан проектсене тӗплӗн тишкерсе хатӗрлеме пулӑшĕҫ. Олег Николаев Чӑваш Енре ку ыйтупа тимлĕн ĕҫленине пĕлтернĕ, Чӑваш Республикин Ипотека корпорацийӗн тытăмĕнче тивӗҫлӗ центр туса хума май пуррине каланă.

Фотрепортаж



27 марта 2020
07:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter