Самолетсем вĕçмеççĕ

Транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимр Осипов пĕлтернĕ тăрăх, «Победа» компани самолечĕсем ака уйăхĕн пуçламăшĕнчен тытăнса вĕçме пăрахаççĕ. «Çурçĕр çилĕ» компани вара пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнчен тытăнса авиарейссем пурнăçлама пăрахнă.

Çапла пассажирсем Шупашкартан ​ самолетпа вĕçсе кайма пултарасси чарăнса ларать. Халь урăх компанисемпе калаçусем пыраççĕ — çак кунсенчех вĕсенчен хурав пулмалла. Самолетсем вĕçес пулсан та коронавируса кура пассажирсен шучĕ пысăк пулмĕ. Çавна май «Шупашкарти пĕтĕм тĕнчери аэропорт» ООО​ Чăваш Енĕн сывлăш вокзалĕн ĕçченĕсен тĕп йышне отпуска яма пултарасси çинчен асăрхаттарнă.

Олег Николаев шучĕпе, урăх авиакомпанисене явăçтарни усăллă пулас​ çук — пассажирсен шучĕ пĕчĕккине, вĕсен юхăмĕ çĕнĕрен хăçан йĕркеленесси те уçăмсăррине пула вĕсем те тăкаксăр ĕçлеймĕç. Çавна май вăл «МАЧ» ОООн аэропорт вăхăтлăх отпуска каяссипе çыхăннă сĕнĕвĕпе килĕшме сĕнчĕ. Анчах ку аэропорт реконструкцине, аталанăвне чăрмантармалла мар — çак ĕçсемпе çыхăннă пысăк инвестпроекта пурнăçлассине малалла тăсмалла.

www.hypar.ru

 



30 марта 2020
16:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter