Чӑваш Енре коронавирус пӑтӑрмахӗсене пула вак тата вӑтам бизнеса пулӑшу памалли майсем йӗркеленеҫҫӗ

В Чувашии разрабатываются меры поддержки малого и среднего бизнеса в связи с ограничениями из-за коронавируса  Кун ҫинчен пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере пулакан канашлура Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ - экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Иван Моторин пӗлтернӗ.

  Федераци шайӗнче йышӑннӑ йышӑнусене шута илсе Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерстви вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене пулӑшу памалли хушма мерӑсем туса хатӗрлет.

  Вак тата вӑтам бизнес субъекчӗсене, парӑм тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан субъектсене тимлӗхсӗр  хӑвармӗҫ. Микрофинанс институчӗсем парӑмсене юсаса ҫӗнетессине пӑхса тухӗҫ.

  Республикӑри экономикӑн ҫирӗп аталанӑвне тата социаллӑ ҫирӗплӗхне тивӗҫтермелли планӑн проектӗнче ҫавӑн пекех патшалӑх пурлӑхӗшӗн тара илекен тӳлеве, патшалӑх е муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗр лаптӑкӗсене сутни ҫинчен калакан договорсем тӑрӑх тӳлев вӑхӑтне тӑсма, ҫӗр налукӗсемпе те ҫӑмӑллӑхсем кӗртсе хӑварнӑ.

  Иван Моторин вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене пӗлтӗр туяннӑ оборудование модернизацилеме, ҫавӑн пекех лизинг тӳлевӗсем енӗпе илнӗ тӑкаксене саплаштарма  республика бюджетӗнчен субсиди пама пӑхса тухма сӗннӗ.

  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кризис  вӑхӑтӗнче бизнеса пулӑшс мероприятисем  пирки  ыйтӑва ыран, пуш уйӑхӗн  31-мӗшӗнче стратегилле аталану тата проект ӗҫ-хӗлӗн канашӗн ларӑвӗнче  тишкерме сӗннӗ.

  Раҫҫей Президенчӗ каланӑ "кредит каникулӗсем" пирки  ыйтӑва  сӳтсе явас тӗллевпе банк ертӳҫисемпе тӗл пуласси ҫинчен пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев.

  "Ҫак эрне хушшинче пирӗн Президент хушӑвӗсене пурнӑҫлас енӗпе тӑвакан ӗҫӗн уҫӑмлӑ алгоритмне туса хатӗрлемелле. Анчах та пирӗн ҫынсене ҫакӑ мӗнле пурнӑҫланса пырассине маларах ӑнлантарса пымалла", - тесе сӑмаха пӗтӗмлетнӗ вӑл.



30 марта 2020
15:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter