Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Мускавра Раҫҫей Федерацийӗн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствинче тӗлпулу ирттернӗ

В Министерстве промышленности и торговли РФ обсудили выделение средств на обновление парка общественного транспорта   Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Мускавра ӗҫлӗ ҫулҫӳревре пулнӑ. Унта вӑл Раҫҫей Федерацийӗн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствинче тӗлпулу ирттернӗ.

  Канашлура Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗн ҫумӗ Гульназ Кадырова, бюджет политикипе финанс департаменчӗн директорӗ Максим Труфанов, промышленноҫ политикипе проектсен управленийӗн регионти департамент директорӗ Виталий Хоценко хутшӑннӑ.

  Тӗлпулу вӑхӑтӗнче ертӳсӗсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус паркне ҫӗнетме федераци бюджетӗнчен хушма финанс укҫи-тенкине явӑҫтарассине сӳтсе явнӑ. Ҫак тӗллевсем валли 1 миллиард ытла тенкӗ яма палӑртнӑ.

  Тӗлпулу пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Олег Николаев тӳрех  Чӑваш Ен Финанс министерствине тивӗҫлӗ документсене кӗске вӑхӑтра хатӗрлеме хушнӑ.

  Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн варринче Мускавра Олег Николаев промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗпе Денис Мантуровпа тӗл пулнӑ, ҫав тӗлпулура Чӑваш Ен хула электричество транспортне ҫӗнетме 1 миллиард 172 миллион тенкӗ уйӑрасси ҫинчен калаҫса килӗшнӗ.



30 марта 2020
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter