Фонд та, корпораци те пур. Инвестицисем вара — çук

Республикăна инвестицисем илсе килессишĕн яваплă институтсем пур — Экономика аталанăвĕн министерствин Промышленноçпа инвестици ĕç-хĕлне аталантаракан фончĕ тата Чăваш Республикин аталану корпорацийĕ. Анчах çак тытăмсен ĕçĕ регионăн çĕнĕ ертӳлĕхне тивĕçтерменни куçкĕрет.

Çавăнпа ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев тунтикун фондпа корпораци ертӳçисен должноçĕсене йышăнма пултаракан кандидатсене Правительство çуртне чĕнсех канашлу ирттерчĕ. Тĕл пулура çак институтсен ĕçне хакласа малашнехи тĕллевсене палăртрĕç.

Олег Николаев фондпа корпораци пурнăçлама тивĕç ĕç регионшăн, экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Анчах хальчченхи пек ĕçлени çителĕксĕр, ĕçе çĕнĕлле, тухăçлăрах йĕркелемелле. Промышленноç аталанăвĕн фончĕн ертӳçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Яковлев каланинчен çакă паллă: 2017 çултан тытăнса фонд предприятисенчен инвестици проекчĕсене пурнăçлама пулăшмашкăн ыйтса çырнă 17 заявка йышăннă. Шел те, вĕсенчен тăваттăшне кăна тишкерсе «симĕс çутă» панă. Ыттисем е хакĕпе тивĕçтермен, е урăх сăлтавсене пула пулăшма май килмен. Çавăнпа ĕнтĕ Михаил Георгиевич фонд пулăшмалли проектсен хакпа çыхăннă чиккине пĕчĕклетме ыйтрĕ. Калăпăр, 50 миллион тенкĕ таран чакарсан инвестици проекчĕсем те ытларах пулĕç. Тĕрĕссипе, тата йӳнĕрех тусан та юрать — 20-30 миллион тенкĕлĕх инвестпроектсем агропромышленноç комплексĕнче те, ытти отрасльте те пур.

Хальхи вăхăтра фонд тишкерекен проектсем виççĕ кăна. Хаклăскерсем: «Промтракторăн», «Промтрактор-Промлитăн» 500-шер миллион тенкĕлĕх тата Чапаев ячĕллĕ заводăн 125 миллион тенкĕлĕх инвестпроекчĕсем. Олег Алексеевич фондăн финанс лару-тăрăвĕпе кăсăкланчĕ. Яковлев пĕр сăмахпа «йĕркеллĕ» тени, паллах, ăна çырлахтармарĕ. Фонд федераци бюджетĕнчен уйăракан укçана промышленноçа хывнă май çав виçерен илекен процентсен шучĕпе пурăнма тивĕç. Çав укçа 21 миллион тенке яхăн капланнă, анчах унпа усă курма çук иккен — Финанс министерствинчи ятарлă шут çинче «вилĕ груз» пек ахалех выртать. Чăннипе вара çак укçана та, паллах, ĕçе хывмалла — чарăва сирмешкĕн Министрсен Кабинечĕн ятарлă йышăнăвĕ кирлĕ. Аталану корпорацийĕнчи лару-тăру вара пушшех йывăр.

Ĕç ытла та юхăнса кайнине кура ĕнтĕ финанс министрĕ Михаил Ноздряков унăн ертӳçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Дмитрий Красновран вăл мĕнле специальноçпа вĕренни, ĕç опычĕ пирки те ыйтрĕ. Дмитрий Михайлович хуравларĕ: 15 çул — çар служби, унтан — Предпринимательлĕхе пулăшакан агентство, Экспорта пулăшакан центр… Экономиста вĕренсе тухнă. Анчах экономист пĕлĕвĕ те, самай пысăк ĕç опычĕ те корпорацие уралантарма пулăшайман иккен. Хăй вăхăтĕнче «Надежда» чек-инвестици никĕсĕ çинче çуралнă корпорацин паян ĕçлемешкĕн укçа та çук. Краснов пытармарĕ: активсене сутса шалу тӳлеме тивет — корпораци хăйне хăй çисе ярса пырать. Çавăнпа тĕревленĕ инвестпроектсен списокĕ те вăрăм мар. Китаецсемпе пĕрле пурнăçлакан «Сычуань — Чăваш Ен» проект та, авă, халăха шавлаттарнисĕр пуçне хальлĕхе нимĕнле çимĕç те кӳмен-ха. 

Çав вăхăтрах Краснов корпораци пурнăçлама пултаракан пысăк проектсем пирки сăмах пуçарни Олег Николаева та сисчĕвлентерчĕ. Çĕрпӳ районĕнчи хайхи çĕр лаптăкĕ çинче Узбекистан инвесторĕсемпе алла-аллăн ĕçлесе апат-çимĕçĕн логистика центрне тума пулать-мĕн — 2 миллард тенкĕлĕх проект. Водоканала электричествăпа тивĕçтерекен генераципе çыхăннă проекта пурнăçлассипе интересленекенсем те пур. Республикăра анлă йĕрлĕ интернет валли линисем хывас кăмăллă инвесторсем вара 8 миллиард /!/ тенкĕ инвестици хывма хатĕр иккен. Çакна илтсен регион ертӳçи те тӳсеймерĕ — ыйтрĕ:

— Ку инвесторсене хăвăр тупни пирки иккĕленместĕр-и?

— Тĕрĕсрех — эпир пĕр-пĕрне тупрăмăр… — пулчĕ хурав.

Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем те пуррине кура-тăр — Олег Алексеевич ку сăмахсене хакласа хальлĕхе нимĕн те шарламарĕ. Тен, эпир тухсан каларĕ пуль…

Асăннă институтсен ертӳçисен должноçĕсене йышăнма хатĕр кандидатсене те итлерĕç. Вĕсенчен пĕри, Алексей Спиридонов, хăй вăхăтĕнче энергетика сферинче ĕçленĕ. Анчах Чăваш Енре çуралнă бизнес кӳршĕ регионта пулăшу курăмлă пулнине кура Ульяновска куçнă. Унта халь икĕ çил паркĕ ĕçлет, ытти кăтарту та пур. Ун шучĕпе, Промышленноç аталанăвĕн фончĕпе Аталану корпорацийĕн тивĕçĕсем пĕрешкелех — вĕсене пĕрлештерсе хăватлă пĕр тытăм йĕркелени вырăнлă. Çак институтăн вара Раççей, тĕнче шайĕнчи инвестици тытăмĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелле — унсăр ăнăçу пуласси иккĕленӳллĕ.

Çийĕнчен предприятисене укçа парасси çак институтăн пĕртен-пĕр ĕçĕ кăна пулмалла мар — республикăна инвестицисем илсе килессине тĕрлĕ енлĕн пурнăçламалла. Паллах, ĕçе ытти кандидат мĕнлерех курни те интереслĕччĕ. Вĕсен хушшинче Патшалăх Канашĕн çамрăк та харсăр депутачĕ Григорий Данилов коммунист та пулнине (парламентри ĕçпе сывпуллашма хатăр-шим?) кура — пушшех. Анчах вĕсене итлеме май килмерĕ — прессăна канашлу залĕнчен тухма ыйтрĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНВАЛОВ

 



30 марта 2020
16:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter