Чӑваш Енре ҫӗнӗ коронавирус инфекцине сарӑлас хӑрушлӑха чакармалли мерӑсем ҫирӗплетнӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан  Олег Николаев 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 84 №-лӗ Указне улшӑнусем кӗртнӗ, республикӑра пурӑнакансене   тухса куҫса ҫӳреме хӑш-пӗр чарусем тунӑ. Вӗсен, сӑмахран, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗсемпе, апат-ҫимӗҫ таварӗсем илме тухма юрать.  Унсӑр пуҫне тӗн объекчӗсене ҫӳреме, ҫав шутра ҫула ҫитмен граждансене, вӗсем пурӑнакан вырӑнтан урӑх территорисене, республика тулашне тухма питех юрамасть. Май килнӗ таран вӑл объектсене вӑхӑтлӑха ҫӳреме пӑрахӑҫламалла тесе сеннӗ.

Чарусем медицина пулӑшӑвӗ, право сыхлавӗн органӗсем, граждансен оборона енӗпе тата чрезвычайлӑ лару-тӑрӑвӗсемпе, потребительсен прависемпе ырлӑхне хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен органсен, граждансен пурнӑҫӗсене, сывлӑхне тата ытти прависемпе ирӗклӗхӗсене хӳтӗлес енӗпе тӳрремӗнех ӗҫлекенсем ҫине, общество йӗркине сыхлас, общество хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен органсен ӗҫӗ-хӗлӗсем ҫине сарӑлмаҫҫӗ.

Асӑннӑ мерӑсем, документ тӑрӑх, 2020 ҫулхи апрелӗн 5-мӗшӗччен ӗҫлеҫҫӗ.



31 марта 2020
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter