Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ял ипотекин ставкине 0,1 процента ҫитерме cĕннĕ

Олег Николаев предложил снизить сельскую ипотеку до 0,1% годовых Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ял ипотекин ставкине 0,1 процента ҫитерме чĕнсе каланă. Кун пирки вăл  республикăн агропромышленноç комплексĕпе, апат-çимĕç рынокĕн конъюктурин улшăнăвĕсене мониторинглассипе, çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕнче пĕлтернĕ.  

Кӑҫал "Ялти ипотека" проект пурнăҫа кĕме пуҫларĕ. Унăн пулӑшӑвӗпе кашни ял ҫынни те, хула ҫынни те - ҫулталӑкри 3 процентран кая мар пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека илме пултарать. Олег Николаев граждансен уйрӑм категорийӗсене тата  ҫăмăлтарах условисем тӑратма шутласа хуни ҫинчен пӗлтернӗ, ставкӑна 0,1% таран чакарма, регионти бюджетран уйрӑмлӑха субсидилеме сӗннӗ. Ялта кадрсен ыйтăвне татса пама витĕм кӳресси ҫакă куҫкĕретех. "Ял тӑрӑхӗсене тӗрлӗ енлӗ специалистсемпе тивӗҫтермелле. Пирӗн нумай ачаллӑ ҫемьесенчен те пӑрӑнса иртмелле мар, вĕсене те пысăк тимлĕх уйăрассишĕн ырми-канми тăрăшмалла", -  тенĕ Олег Николаев.

Кăçалтан «Ялти ипотека» программа хута кайнă май унпа кăсăкланакан самай. Çĕнĕлĕх 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра, çав шутра республикăра та, пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Граждансем ялта кăна мар, хула евĕрлĕ поселокра, хула округне кĕмен рабочи поселокĕнче, 30 пин çынран ытла мар пурăнакан пĕчĕк хуласенче те çурт-йĕр тума, туянма пултараççĕ. Кредита 21-тенпуçласа64çулаçитейменграждансенепараççĕ.
Хатĕр çурта, хваттере çĕр участокĕпе е унсăр уйрăм çынран, предприяти-организацирен - суту-илӳ килĕшĕвĕпе, туса пĕтереймен куçман пурлăха строительствăна пая кĕрсе хутшăнмалли килĕшӳпе илме пулать. Çурт-йĕр хăпартас тесен подряд организацийĕпе кăна ĕç килĕшĕвĕ тума юрать. Строительство ĕçĕсене вăхăтра тытăнмалла, вĕçлемелле: ипотека илнĕ кунран пуçласа 24 уйăхраниртмеллемар.
Граждансене çăмăллăхпа паракан кредитăн çулталăкри ставки 0,1-рен пуçласа 3% таран. Чи пысăк хисеп-3млн тенкĕ.
Заемщикăн тăвакан е туянакан çурт хакĕн 10 процентне хăйĕн тӳлемелле.
Гражданин çăмăллăх ипотекине пĕр хутчен кăна илме пултарать. Районсен администрацийӗсен пуҫлăхĕсен ялти ипотекӑна пурнӑҫлама халӑх пурӑнакан вырӑнсенче ҫӗрсене инвентаризацилемелле, ҫурт-йӗр лартмалли вырăнсен списокне йӗркелемелле. "Чылай ялта пушӑ е пӑрахӑҫа тухнӑ лаптăксем пур. Унта ӗмӗте пурнӑҫа кӗртес текенсем ҫурт лартма пултараҫҫӗ. Пирӗн ҫак лаптăксене явӑҫтармалли механизмсене туса хатӗрлемелле, пысӑк инвентаризаци ирттермелле. Ҫаксене пурне те пурнӑҫласан ял аталанӑвне тивӗҫтерӗпӗр, ҫӗрсемпе усӑ курнин тухӑҫлӑхне ӳстерӗпӗр», - палӑртнă республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Олег Николаев ял хуҫалӑхне аталантарма ҫӗнӗ пулӑшу формисем йышăнасси пирки те ырă хыпара пӗлтернĕ.

2020-мĕш ҫултанпа фермӑсем тума патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли программӑна  пăхса хăварнă, енчен те выльăх шучĕ 200-тен иртет пулсан.

 Федераци правилисем тӑрӑх фермӑсем тӑвас енӗпе тӑкаксен 25 процентне саплаштарма пăхса хăварнă. Тата ытти ҫăмăллăхсем те пуласси куҫкĕретех.

 Унсӑр пуҫне отрасль министерствине комбикорм завочӗсем хута ярас текенсен тӑкак пайне 30 процента ҫити саплаштармалли йӗркене хатĕрлеме сĕннĕ.

Олег Николаев агролизинг  пайĕнче те ҫăмăллăхсем пулассине асăннă. Сӑмахран, вӑл федераци тата республика форми шучӗпе оборудование туяннӑ чухне пулӑшу формине 40 процента ҫити ӳстерме, ҫавӑн пекех республика бюджетӗнчен ятарлӑ техника туянма тата ҫӗрулми тирпейлеме оборудовани илме субсидилеме сӗннӗ.

"Ҫитес вӑхӑтра ун пек программӑна хута яма палӑртса хуратпӑр", - тенĕ вӑл.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ - ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов регионти агропромышленноҫ комплексӗн ӗҫӗ-хӗлӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнă ҫитес тапхӑр валли палăртнă тĕллевсем ҫинчен каласа кăтартнă.

Фоторепортаж



04 марта 2020
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter