Олег Николаев Чӑваш Енри Хӗрарӑмӗсен союзӗн проекчӗсене ырланă

Олег Николаев поддержал общественные проекты Союза женщин ЧувашииПуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев республикăри хӗрарӑм-лидерсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ.

Чӑваш Енри Хӗрарӑмӗсен союзӗ йӗркеленӗ тĕлпулăва вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗ, культура, промышленноҫ, бизнес, влаҫ органӗсенче тăрăшакансем хутшăннă. Ку хутĕнче нумай ачаллӑ амӑшӗсем те хапăл тусах мероприятине килме кăмăл тунă.  

Тӗлпулу Чӑваш патшалӑх музейӗнче пулнă.

Хӗрарӑмсем ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас, вӗренӗве аталантарас, чӑваш культурипе халӑх йӑли-йӗркине тытса пырас, ҫемьене пулӑшас, хулана тирпей-илем кӗртес енӗпе пурнӑҫлакан социаллӑ проектсем ҫинчен каласа панă. Сăмах май, хăш-пĕр йывăрлăхсем пирки те чарăнса тăнă.

Чӑваш Енри Хӗрарӑмӗсен союзӗн членĕсем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсем пирки каласа кăтартнă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакана. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине палăртса вӑрҫӑра хутшӑнакансен паттӑрлӑхне халалланӑ «У Победы женское лицо» проект пирки тарăнрах чарăнса тăнă мероприятине хутшăнакансем.

Тылри хӗрарӑмсен паттӑрла ӗҫӗсене те манма юраманнине чĕнсе каланă Олег Николаев. 1941 ҫулта 170 пине яхӑн ҫын окопсем чавнӑ, оборона линийӗ хатӗрленӗ.

"Ку паттӑрлӑх шăпах та хӗрарӑм сӑн-сӑпачӗ ӗнтӗ. Вăл ĕҫсене пирӗн чӑваш хӗрарӑмӗсем тунă. Пурне те пысӑк тав", - тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Мероприятине пухăннă мĕнпур хĕрарăма пурнӑҫӑн пур сферинче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ырланă, чун-чĕререн ăшă сăмахсем каланă. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче сӳтсе явнă мĕнпур проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳме хатĕрри пирки пĕлтернĕ пуҫлăхсем. Чăвашсен йăли-йĕркине, культурине, тăван чĕлхене упраса пыма вĕрентнĕшĕн, ҫитĕнекен ăрăва воспитани пама пулăшнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă Олег Николаев.  

Ҫывхарса килекен Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑм кунӗ ячĕпе Олег Николаев пухӑннисене ăшшăн саламланă.

«Ҫуркуннехи ҫак уяв этемлĕхĕн илĕртӳллĕ ҫурри ҫине ытарайми пăхса хавхаланмалли сăлтав пулса тăрать. Ҫутҫанталăк сире илем, пысăк ăс-хакăл пернеленĕ, эсир ырăлăхпа тимлĕхе сăнарлатăр, тĕнчене ачашлăхпа, юратупа пуянлататăр», - тенĕ Олег Николаев.

«Сирĕн питре ăшă кулă яланах ҫиҫтĕр, республикăра, ҫĕршывра лару-тăру кулленех  лайăх пултăр, тăнăҫ пурнăҫ тĕнчере хуҫалантăр, пĕрле яланах килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыма савăк кăмăл пултăрччĕ», - тенĕ вăл.

Фоторепортаж



05 марта 2020
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter