Олег Николаев «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ырӑ кӑмӑллӑх марафонне уçнӑ

Олег Николаев дал старт благотворительному марафону «Именем детства, во имя детства»Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ ҫавра сĕтел мелĕпе уҫă калаҫу йĕркеленĕ. Унта шăпах та,  Пӗтӗм Раҫҫейри ырă кăмăллăх фончĕн «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» регионти уйрăмĕн проекчĕ пурнăҫа кĕме пуҫлани пирки пĕлтернĕ. Палăртса хăваратпăр, Раççей ача-пăча фончĕн регион уйрăмĕ пуçарнипе «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ Чăваш Енре 1995 ҫулта пурнăҫа кĕме пуҫланă. Ăна кашни ҫул йĕркелесе ирттереҫҫĕ.

Унăн тĕллевĕ - сусăр ачасене, тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисене хӳтĕлемешкĕн, сахал тупăшлă çемьесенчи çамрăксене пулăшмашкăн тата ачалăхпа çыхăннă ыр кăмăллăх программисене пурнăçа кĕртмешкĕн укçа-тенкĕ пухасси.

 Кăҫал проект ĕҫне йĕркелесе пыракан комитетăн председателĕ пулма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаева ҫирĕплетнĕ.   

Раҫҫей ача-пӑча фондӗн хисеплӗ членӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумĕ Юрий Кислов республикӑра пурӑнакансем проекта хастар хутшӑнасса шанса каланă.

Марафон вӑхӑтӗнче пухнӑ укҫа-тенкӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене  социаллӑ пулӑшусем пама тăкакланĕ, ҫамрӑк пултаруллă яш-кĕрĕме хавхалантарма уйăрасси те куҫкĕретех.

Сăваплă акцие кашниех хутшăнма пултарать - «Раççей ача-пăча фончĕн» регион уйрăмне (Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт) пымалла е (8352) 62-89-42 телефонпа шăнкăравламалла. Укçана марафон счечĕ çине куçарма юрать. Унăн реквизичĕсем,

ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»

ИНН 2128005408/КПП213001001

Р/с 40703810075220160067

в Чувашском ОСБ № 8613 г.Чебоксары

БИК 049706609, кор/с

30101810300000000609



05 марта 2020
11:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter