Чăваш Ен Наци телекуравĕнче "Правительство ҫыхӑнӑвӗ" программа эфира тухнӑ, унта республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев хутшăннӑ

Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чăваш Ен Наци телекуравĕнче каҫхине 20 сехет те 30 минутра "Правительство ҫыхӑнӑвӗ" программа эфира тухнӑ. Ку хутĕнче уҫă калаҫăва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев хутшăннӑ.

Кăларăма ертсе пыраканĕ Елена Гальперина.

 Ку хутĕнче вĕсем вак тата вӑтам бизнес аталанӑвӗн малашлӑхӗ ҫинчен сӳтсе явнӑ.

Интервью ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Наци радиовӗн эфирӗнче 15 сехетре, Тăван радио хумĕсем ҫинче  16 сехетре тухать.

Тĕплĕнрех



05 марта 2020
22:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter