«Йăлари хытă каяшсене уйрăммăн пухса тирпейлес ĕҫ халӑхшӑн экологи тĕлĕшĕнчен хӑрушлăхсăр майпа иртмелле», - тесе каланă Олег Николаев

Олег Николаев: «Переход на раздельный сбор ТКО, их переработка и утилизация должны проходить экологичным, безопасным для населения путем»Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чăваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев регионти йăлари хытă каяшсене тыткаламалли реформӑна пурнӑҫлас ыйтупа ĕҫлĕ канашлу ирттернӗ. Тӗлпулӑва хутшӑнакансем 2019 ҫулта республика территорийӗнче йăлари хытă каяшсене  пухса тирпейлессипе  ҫыхăннă реформӑна епле пурнӑҫласа пынине пӗтӗмлетӳсем тунă, муниципалитетсенче коммуналлӑ хытӑ каяшсене уйрӑм пухас ӗҫе епле кӗртнипе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва, экотехнопарксем тӑвас ыйтăва сӳтсе явнă.

Чӑваш ен коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткаламалли ҫӗнӗ тытӑма 2018 ҫулхи юпа уйăхĕн 1-мӗшӗнче куҫнă, анчах та паянхи кун та Чӑваш Енре пурӑнакансем ыйтăва час-часах ҫӗклеҫҫĕ.

 "Коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткаламалли ҫӗнӗ системӑна эпир ҫулталӑк ҫурӑ яхӑн каялла куҫрӑмӑр, ку вӑхӑтра чылай улшӑнни курӑнать. Пирӗн тӗллев - хальхи лару-тӑрӑва тӗрӗслесси. Чи кирли  - республикӑра пурӑнакансем лайăх улшӑнусем  пулнине туйса илччӗр", -  тенĕ канашлăва уҫнă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев.

 Регионти оператор  "МВК" ТМЯО  халӑх пурӑнакан 1704 ялтан ҫӳп-ҫапа тиесе тухать.  Пĕлтĕр пӗтӗмӗшле 2,8 миллион куб ытла усал ҫӳп-ҫапа пухса тирпейленĕ. Ҫĕнĕ тытăма куҫсан ҫӳп-ҫап турттарма ҫӗнӗ тарифсем палӑртнӑ. Хула халӑхӗ валли  63,15 тенкӗ, ялта пурăнакансемшĕн 47,56 тенкĕ тӳлеме пăхса хăварнă.  Палăртса хăваратпăр: пĕлтĕр иккӗмӗш ҫур ҫулта тӳлев виҫи 76,76 тенкӗ пулнӑ.

Олег Николаев ҫавӑн пекех хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин каяшсене уйрӑм пухса пырассине тата вӗсене утилизацилессине  приоритетлă реформа  тесе каланине тепĕр хут палăртса хăварнă.  "Йăлари хытă каяшсене  уйрăммăн пухса тирпейлес ĕҫ халӑхшӑн экологи енчен хӑрушсӑрлӑх ҫулӗпе иртмелле ", - тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

 Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче каяшсене икӗ енлĕн пухса пыраҫҫĕ. Вăл ĕҫе 2019 ҫулта пуҫланă. Сортировкӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти полигонра кӑна пурнӑҫлаҫҫӗ.

Олег Николаев ТКО ҫаврӑнӑшне оптимизацилессипе Николай Адёр пуҫарăвне ытти муниципалитетсен территорийӗнче те ӗҫе кӗртме сĕннĕ. Сӑмахран, "ЭКО" экологи енĕпе ĕҫлекен обществăлла организацийӗн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Александр Воробьев каланӑ тӑрӑх, пӗтӗм республикипе 25 сбор пункчӗ йӗркеленӗ, иртнӗ ҫул вĕсем 1 пин тонна каяшсене пурĕ 16 млн ытла тенкӗллĕх пуҫтарнă. Ҫакӑ вара каяшсене турттарма тарифсене чакарма пулӑшать тесе хыпарланă ертӳҫĕ.

Канашлура ытти ыйтусене те пăхса тухнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

Фоторепортаж



05 марта 2020
17:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter