Чӑваш Енре вак тата вӑтам бизнеса пулӑшу памалли майсем туса хатӗрленӗ

В Чувашии разработали меры поддержки малого и среднего бизнесаКун ҫинчен, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ - Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Иван Моторин Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ҫумӗнчи стратегилле аталану тата проект ӗҫӗ-хӗлӗ енӗпе  ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Вӑл регионти экономикӑпа социаллӑ ҫирӗп аталанӑвне тивӗҫтермелли план туса хурасси ҫинчен ларӑва хутшӑнакансене каланӑ.

"Эпир субъектсенчи бизнеса пулӑшу памалли майсене туса хатӗрлетпӗр, анчах та ҫакна палӑртатӑп: республика йывӑрлӑхсемпе тӗл пулни ҫинчен халех калама иртерех.  Мӗнпур ҫӗрте йӗрке хуҫаланать. Сӑмахран, ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру хальхи вӑхӑтра  лайӑх аталанса пырать, ӑна эпир коронавирус инфекцине сарӑлма хирӗҫ тӑма пуҫличченех йӗркеленӗ", - палӑртнӑ Иван Моторин.

Унӑн шухӑшӗпе, ҫӗршывра йӗркеленнӗ экономика лару-тӑрӑвне пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Планпа килӗшӳллӗн экономикӑн тата социаллӑ ҫирӗплӗхне тивӗҫтерес ӗҫ темиҫе енпе пурнӑҫланса пырӗ. Тӗпрен илсен финанс пулӑшӑвне пама пӑса хӗварнӗ, ҫав шутра регион гарантийӗсемпе микрофинанс организацийӗсем енчен те, тума палӑртнӑ. Организацисен ӗҫченӗсене професси пӗлӗвӗ тата ӗҫе вырнаҫтарас, тӑкаксен шутне саплаштарас енӗпе мероприятисем ирттерме  тӗллев лартнӑ.

"Ҫак мерӑсене тӗпе хурса ӗҫсене ҫирӗплететпӗр, мӗншӗн тесен вӗсене пурнӑҫламалли мероприятисемпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр самантсене федераци шайӗнче саккун акчӗсем пек тӑваҫҫӗ. Нормативлӑ документсем йышӑнсан,  финанс енчен тӗрев пулӗ. Эпӗ пулӑшӑвӑн тепӗр форми ҫине тимлӗх уйӑрнӑ пулӑттӑм - эпир предприятисене дефицитлӑ таварсем туса кӑларас ӗҫе-сӑмахран, медицина маскисем е хӳтӗлев хатӗрӗсем калӑплама ӗҫе явӑҫарнӑ пулӑттӑмӑр. Малашне ҫак ӗҫ предприятисене Чӑваш Республикин рынокӗнчен тулаш территорисене тухма  та май парӗ", - палӑртнӑ Олег Николаев.



01 апреля 2020
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter