Шупашкар аэропорчĕн ĕçлес вăй-хăватне сыхласа хăварас ыйтупа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев канашлу ирттернӗ

Олег Николаев выступил за сохранение рабочего потенциала чебоксарского аэропортаАка уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Шупашкар хулин аэропортне малалла епле ӗҫлеттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтупа канашлу ирттернӗ.

Маларах Чӑваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх — «Победа» авиакомпани самолечĕсем ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен вĕçмеççĕ. Шупашкар аэропорчĕн авиарейсĕсен 85% — шăпах çак компани тӳпи. Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен «Нордвинд» авиакомпани те рейссене чарса лартнă. Хальхи вăхăтра «МАЧ» ООО авиакомпанисемпе рейссене уçасси пирки калаçать.

"Паянхи кун пирӗн штатра 234 ҫын шутланать. Вӗсенчен 200 яхӑн ҫынна окладран 2/3 пая ӗҫ саккунӗсемпе килӗшӳллӗн тӳлесе татма палӑртнӑ, вӗсен вăхăтлăх отпуска кайма тивет ", – пӗлтернӗ "Шупашкарти пĕтĕм тĕнчери аэропорт " ООО генеральнӑй директорӗ  Руслан Минаев. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӗҫ вырӑнӗсенче хуралта ӗҫлекенсем, юристсем, бухгалтерсем тата административлӑ персонал – пурӗ 26-е яхӑн ҫын юлаҫҫӗ. Хальхи вăхăтра "МАЧ" ООО авиакомпанисемпе рейссем уҫасси ҫинчен калаҫма пуҫланине пӗлтернӗ.

Шупашкарта авиавĕçевсене сыхласа хăварас тесе ЧР Транспорт министерстви тепĕр пилĕк авиакомпанипе калаçусем ирттернĕ, çапах хальлĕхе вĕсенчен пĕри те официаллă хурав паман-мĕн. «Çак тема патне ака уйăхĕн 12-мĕшĕ хыççăн, малашнехи лару-тăру мĕнлерех йĕркеленесси уçăмлансан, тепре таврăнма шантараççĕ», — тенĕ Владимир Осипов.

Шупашкарта авиавĕçевсене сыхласа хăварас тесе пиллӗк авиакомпани («Сибирь», «Ютейр», «Руслайн», «Уральские авиалинии», «Ямал») Чӑваш Ен Транспорт министерствипе ӗҫлӗ ҫыхӑну тытать.

Олег Николаев Шупашкар аэропорчĕн ĕçлес вăй-хăватне сыхласа хăвармалла тесе палăртнă. «Эпидемиологи лару-тăрăвĕ йĕркеленсен пассажирсем самолетпа вĕçесси малтанхи шая çитме пултарать, аэропорт комплексне реконструкциленине шута илсен, тен, ӳсет те», — тенĕ Пуçлăх тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан. Вăл Транспорт министерствине предприятие тӳлевсене каяраха куçарассипе çыхăннă тата ытти пулăшăва кӳрес ыйтăва пăхса тухма хушнине çирĕплетнĕ.

Фоторепортаж



01 апреля 2020
15:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter