Чӑваш Енри хуласемпе районсенчи самоизоляци режимне 157 мобильлӗ ушкӑн тӗрӗслесе тӑрать
Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче республика территорийӗнче коронавирус инфекцийӗ сарӑлассине асӑрхаттарас енӗпе ĕҫлекен Оперативлă штаб ларӑвне ирттернĕ. Видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ мероприятине республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисем хутшăннă.
Канашлура коронавируса хирĕҫ кĕрешессипе йĕркеленĕ профилактика мероприятийĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă.
Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов паянхи пурнăҫ таппинче лаборатори тӗпчевӗсен шутне ӳстерсе пырасси тӗп тӗллевсенчен пӗри пулнине асăннă. Ку ĕҫ регионта пысăк шайра пурнăҫланннине палăртнă вăл.
"Кашни лаборатори талӑкра ҫӗре яхӑн тӗпчев ӗҫӗ ирттерме пултарать, анчах вӗсем, практика кӑтартса панӑ тӑрӑх, тӗпчевсен йышне икҫӗр таран ӳстерме хатӗр. Ҫавӑн пекех Республикӑри клиника больницин базинче тӑваттӑмӗш лаборатори уҫас ыйту та кулленех кун йĕркинче тăрать", - тенĕ министр.
Ведомство ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, харпӑр хӑйне хӳтӗлемелли ятарлă хатĕрсем ҫителĕксĕр пулни сисĕнет.
"Эпӗ Раҫҫей Федерацийĕн ятарлă министерствипе маскӑсене, перчеткесене, костюмсене хушма майпа уйӑрасси пирки калаҫса татӑлтӑм", – тенĕ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев. Ку ĕҫ тепĕр эрнере пурнăҫа кĕрсе те пырĕ тенĕ вăл сăмаха хушса.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин Ертӳҫипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ хыҫҫăн, Чăваш Ене медицина маскисем 326 пин килсе ҫитнĕ. Вĕсемпе ятарлă служба ĕҫченĕсене тивĕҫтереҫҫĕ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ тĕлне республикӑри муниципалитетсенче мобильлӗ 157 ушкӑн йӗркеленӗ. Паянхи кун 11 сехет тĕлне вĕсем йĕркене пăснă 365 тĕслĕхе шута илнĕ, 19 протокол ҫырса хатӗрленӗ.
"Паллах ӗнтӗ, протоколсем ҫырасси тĕп тĕллев пулмалла мар, анчах йĕркене пăхăнманнишĕн явап тыттарни вырăнлă. Саккуна пăхăнманнисене ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле", - асӑрхаттарнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.
Ҫӳлерех каланисем ҫумне хушса, Чӑваш Республикин прокурорӗн пӗрремӗш ҫумĕ Александр Евграфов ҫапларах каланă: «Пирĕн служба ĕҫченĕсем предприятисемпе организацисене йĕркене пăхăнманнине асăрхаттарса 323 документ хатĕрлесе ҫырнă», - тенĕ.
Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев волонтерсем ятарлă вӗренӳпе пуянланса сертификат илнӗ хыҫҫӑн тӳрех халăха пулăшусем пама пуҫланине асăннă.
Мывместе2020.рф сайтӗнче Чăваш Енре пурăнакан 370 волонтера регистрациленĕ. Районсемпе хула округӗсенче доброволецсен резервне йӗркеленӗ.
Аса илтеретпӗр, ака уйăхĕн 10-мӗшӗ тĕлне коронавируса пула, Чăваш Енре медицина ĕҫченĕсем 814 ҫынна асăрхава илнĕ. Килте лараканнисем – 700 ҫын, сиплев учрежденийĕсенче 72. Регионта COVID-19 чирĕпе аптракансем тесе 34 ҫынна специалистсем шута илнĕ. Вĕсенчен пĕри сывалса та тухнă ĕнтĕ.