Кăчкă турачĕсене уява валли ҫутатса пулăшас ĕҫе республикăри районсемпе хуласенчи волонтерсене хастартарах хутшăнма чĕнсе калатăп тенĕ Олег Николаев

Олег Николаев призвал волонтеров городов и районов республики помочь верующим освятить веточки вербы

Паян республика территорийӗнче коронавирус инфекцийӗ сарӑлассине асӑрхаттарас енӗпе ĕҫлекен Оперативлă штаб ларӑвӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче асăрхануллă пулма ыйтнă, ҫынсен пĕрле пуҫтарăнма юраманни пирки асăрхаттарнă.  Кун пек лару-тăру ҫывхарса килекен Кăчкă уявĕнче йӗркеленме пултарать.

"Чиркӳсенче кăчкă турачĕсене ҫутатнă хыҫҫӑн вӗсене Турра ӗненекенсене валеҫсе пама хуласемпе районсенче волонтерсене, ырă ĕҫ тăвакансене май килнӗ таран ытларах явӑҫтарма сĕнетĕп. Ҫак мелпе нумайăшĕ усă курасса шанатӑп», - тесе каланă Олег Николаев.

 Ҫак кунсенче Олег Николаев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Варнавӑпа тӗл пулнӑ. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче вĕсем кӗлĕ тумалли йĕркесем пирки сăмах пуҫарнă. Пысăк уяв, Мăнкун, ҫывхарса килет.  Пуҫлӑхсем уявра халăхăн килте кĕлĕ вулама юранине, унсӑр пуҫне,  Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл  Турра ӗненекенсене, тӗн йӗркине пӑхӑнса пурӑнакансене коронавирус чирӗсенчен сыхланас шутпа вăхăтлăха чиркӗве ҫӳресрен тытӑнса тӑма чĕнсе каланине палӑртнӑ.



10 апреля 2020
16:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter