Олег Николаев 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫул таран ачасемшӗн уйӑхсерен паракан ҫӗнӗ тӳлевсем ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев виҫӗ ҫултан пуҫласа ҫичӗ ҫул  тултарнă ачасене кашни уйӑхра укҫа тӳлеме йышăнни пирки  калакан указа алӑ пуснӑ.

Ҫу уйăхĕн вĕҫлениччен Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫӗнӗ пособи памалли йӗркене тата условисене ҫирӗплетет.

Укҫан калăпăшĕ ачасем валли пурӑнмалли пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен 50 проценчĕпе танлашĕ. Чӑваш Енре ку кăтарту 4770 тенкӗ пулĕ.

Чӑваш Ен Ӗҫ министерствин малтанласа палăртнă пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх,  республикӑра 38 пине яхӑн ача тӳлев илĕ.

Кашни уйӑхра укҫа тӳлевне илесси пирки  электронлă мелпе патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсен  пĕрлехи порталне е нумай функциллӗ центра заявлени пама юрать. Граждансен социаллӑ хӳтлӗх пайӗсем электронлӑ майпа илме пултаракан документсене хатĕрлемесен те юрать.

Аса илтеретпӗр, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин указ алă пусса ҫирĕплетнĕ. Хушма пулăшăва, ҫавсене тӳлеҫҫĕ - енчен те ҫемье пуҫне вӑтам тупӑшӑн виҫи, кӑҫалхи 2 кварталтан сахалрах пулсан.



10 апреля 2020
10:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter