Чӑваш Енри предпринимательсен ыйтӑвӗсем ҫине Олег Николаев хуравланӑ

Олег Николаев лично ответил на вопросы предпринимателей ЧувашииАка уйăхĕн 9-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн титвĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  Олег Николаев «тӳрĕ лини» эфир вăхăтĕнче республикăри предпринимательсен ыйтăвĕсем ҫине тĕплĕ хуравсем панă, коронавирус  тапхăрĕнчи йывăрлăхсемпе ҫыхăннă самантсем пирки чарăнса тăнă. 

Калаҫăва пуҫличчен чи малтан, регион Пулăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  Чăваш Енре COVID-19 лару-тӑрăвĕ мӗнле аталанса пыни ҫинчен кĕскен каласа хăварнă.  Ака уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне пурĕ республикăра  чирлекенсен шучĕ 34  пулнине ҫирӗплетнӗ, медицина сӑнавӗнче 767 ҫын тӑрать. Шăпах та, ҫакăн йышши пăтăрмахсем, тата та ытларах ҫивĕч мерăсем йышăнса хăварма хистенине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

"Бизнес хальхи лару-тӑрура йывăрлăх тӳсни курӑнать. Чи малтан, тупӑшӗсем чакса пыни уйрăмах пурне те пăшăрхантараҫҫĕ. Кулленхи тӑкаксене планпа пӑхнӑ пек тӳлемелли пайсем,  аренда, ӗҫ укҫи енĕпе те чылай ыйту тухса тăрать", - палӑртнă Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан вак тата вăтам бизнеса  патшалăх енчен куҫакан тĕревсем пирки каласа панă, налук ҫăмăллăхĕсем ҫинчен те чарăнса тăнă.

Регион шайӗнче производствӑсене ҫӗнетме, вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсемпе ҫыхӑннӑ тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен субсидисем уйӑрса пама палӑртнӑ. Республика Правительстви бизнес валли ытти майĕсем те, ҫав шутра ресурссемпе тата кредит организацийӗсемпе пӗрле уйрăм ҫăмăллăхсем тишкерет. 

"Ҫак кунсенче эпӗ Правительствӑна вак тата вӑтам предпринимательлӗх валли регионти налуксене чакарасси ҫинчен калакан нормӑсене туса хатӗрлеме тата саккунсене кӗртме хушатӑп", – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

"Эпир ставкӑна патентпа улӑштарма пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен ӑна федераци саккунӗпе палӑртнӑ. Предпринимательсем валли налук виҫин шайĕ кăштах чакасси куҫкĕретех пулĕ", - тесе  хушса каланă  Олег Николаев.

Тӳрӗ лини валли палăртнă вăхăта ыйтусемпе сӗнӳсене пухасси "Чӑваш Ен паникӑсӑр" тата ВКонтакте ушкӑнри социаллӑ сетьре иртнĕ, мероприятине йĕркелесси Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пуҫарнипе пулнă.  Предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакан чылай тĕрлĕ ыйтăва хускатнă уҫă калаҫу вăхăтĕнче.  Калас пулсан, пурĕ 600 ытла ыйту пуҫтарăннă тӳрĕ лини валли. 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан палӑртнӑ тӑрӑх, мероприяти шайӗнче тунӑ мӗнпур сӗнӗве влаҫ органӗсен малашнехи ӗҫӗнче пӑхса тухӗҫ тата шута илӗҫ тенĕ.

"Кирек мӗнле йывӑр вӑхӑт та хӑҫан та пулин пуҫланать тата хӑҫан та пулин вӗҫленет. Кăткăс вăхăтра пĕр-пĕрне ăнланма, ҫирĕп мерăсене пăхăнса пурăнма пĕлмелле. Йывăрлăхсене парăнтарас тесен, ăнланса ĕҫлеме пĕлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – чи приоритетлă ыйтусенчен пĕри. Правительство йышăнакан нормативлă право ĕҫ хучĕсем пĕтĕмпех ҫынсен пурнăҫне упраса хăварассипе ҫыхăннă.  Указсем те шăпах, пурне те сыхă пулма хистеҫҫĕ», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Олег Николаев.  

Фоторепортаж



10 апреля 2020
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter