Олег Николаев транспорпа пассажирсене турттармалли мелсемпе ӗҫлекен предпринимательсем валли лизинг тӳлевӗсене каярах парса татмалли ыйтăва тишкерме хушнă
Паян экономика аталанăвĕсемпе ĕҫлекен Оперативлă штабăн ларăвне Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ирттернĕ. Короновирус лару-тăрăвĕнче йывăрлăхсем тӳсекен предприятисемпе организацисене кредит каникулĕсемпе тивĕҫтермеллине тепĕр хут аса илтерсе хăварнă. Ку федераци саккунĕ тесе сăмаха ҫирĕплетнĕ вăл. Анчах тепӗр вариант кивҫен- лизинг та пур тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.
Вӗсене пассажирсене турттарассипе ĕҫлекен ятарлă предприятисем ытларах усă кураҫҫĕ. Шăпах та, вĕсем бизнеса аталантарма лизинг мелĕпе автобуссем илеҫҫĕ.
"Минфинпа Минэкономикăна транспортниксем валли лизинг тӳлевӗсене уйӑрса памалли ыйтӑва пӑхса тухма ыйтатӑп", - хушса каланă Олег Николаев.
Лизинг тӳлевӗсене уйӑрса памалли ыйту юридици енчен ҫирĕплĕхе ыйтать, апла пулсан предпринимательсене специалистсен консультацийӗсем кирлӗ. Иккӗмӗш хушупа Олег Николаев Чӑваш Енри Суту-илӳпе промышленноҫ палатин, республикӑри "Манӑн бизнес" центр тата общество организацийӗсен пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарма чĕнсе каланă. Ҫăмăллăхсем пирки ятарлă ĕҫ хучĕсене те кирлĕ шайра вăхăтра хатĕрлемеллине асăннă, вĕсем пирки предпринимательлĕх пайĕнче вăй хуракансене хыпарласах тăмаллине аса илтернĕ.