Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ – наци мӑнаҫлӑхӗн уявӗ пулнипе пӗрлех ҫӗршыв наукин чаплӑ ҫитӗнӗвӗ те. Ӑсчахсемпе конструкторсен, инженерсемпе испытательсен тата летчиксен пултаруллӑ та ырми-кан­ми ӗҫӗ пирӗн ҫӗршыва тӗнче уҫлӑхне пуҫласа ҫул хывакан ята тивӗҫме май панӑ.

Экономикӑн тӗрлӗ сферине тата ҫӗршыври ҫӗр-ҫӗр наукӑпа тӗпчев учрежденийӗпе предприятине, ҫав йыша Чӑваш Республикинчи организацисем те кӗреҫҫӗ, пӗрлештерсе тӑракан космос отраслӗ Раҫҫее технологи тӗлӗшӗнчен мала иртме пулӑшакан пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗр шутланать.

Космонавтика ҫитӗнӗвӗсене пула кулленхи пурнӑҫра малашлӑх технологийӗсем ӗҫе кӗреҫҫӗ.

Пирӗн тӑрӑхра ҫӗршывӑн виҫҫӗмӗш космонавчӗ Андриян Николаев ҫуралса ӳснӗ. Республика ҫавӑн пекех паллӑ космонавтсене – Николай Бударинпа Муса Манарова – пӑхса ҫитӗнтернӗ. Космос паттӑрӗсен ҫитӗнӗвӗсем, Тӑван ҫӗршывӑмӑр ырлӑхӗшӗн тунӑ чаплӑ ӗҫӗсем хальхи ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ, вӗсене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса пама хавхалантараҫҫӗ.

Аэрокосмонавтика отрасльне аталантарассишӗн, Чӑваш Енӗн наукӑпа техника вӑй-хӑватне ӗҫе кӗртессишӗн тӑрӑшакансене пурне те чунтан тав тӑватӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑхпа хастар кӑмӑл, ҫӗнӗ пӗлӳсем илме, открытисемпе изобретенисем тума май паракан пархатарлӑ ӗҫӗрте малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн

тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан                                                       Олег Николаев



11 апреля 2020
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter