Мăнкун уявĕнче ҫынсене коронавирус инфекцийӗнчен сыхлас тӗлӗшпе Чӑваш Енре хушма мерӑсем йышӑнӗҫ

В Чувашии примут дополнительные меры безопасности людей на Пасху из-за коронавируса

Юлашки талӑкра республикӑра коронавирус  инфекцийӗпе  чирлекенсен шучĕ тата 15 ҫын чухлӗ ӳснĕ.

Ака уйăхĕн 13-мӗшӗнчи 9 сехет тĕлне медицина ĕҫченĕсем 862 ҫынна  ҫирĕп сăнава илнĕ.  Хальлĕхе 702 ҫын килте пулмалли йӗркепе килте ларать.  Медицина учрежденийĕсене пурĕ 118 ҫынна вырнаҫтарнă, вăл шутран ҫула ҫитмен 11 ачана медицина ĕҫченĕсем кирлĕ пек пулăшпа тивĕҫтереҫҫĕ.

"Хӑйсене йывăр туякан пациентсенчен тӑваттӑшӗ хушма кислородпа усă курать,  71 ҫулти пӗр пациент йывăр аптрать, ăна та пысăк технологиллĕ медицина пулӑшӑвӗпе тивĕҫтереҫҫĕ, пурте сываласса шанатпăр», - тесе ҫирăплетнĕ Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ  Сергей Степанов Правительство ҫуртĕнче ирттернĕ канашлура.  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  тухтăрсем пациентсене пулӑшас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тунине палӑртнă. Апла пулсан, пурин те тимлĕхе ҫухатма юрамасть, усал чир-чĕр ересрен асăрхануллă пулмалла тесе ҫирĕппĕн каланă вăл.  Иртнĕ эрнере Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава чĕнӳпе тухнăччĕ, ҫывхарса килекен тӗн уявӗсенче чиркӗве вăхăтлăха каймасан та юрать тенĕ вăл. Халăхăн ҫав ĕҫсене килте йĕркелеме тăрăшмалла, май килнĕ таран  ҫемьере кĕлĕ вуламалла. Пур-пĕрех Кăчкă уявĕнче халăх чиркӳре пулнă.  Кун пек тума юраманнине, ҫакӑ йĕркене пăсни пулнине асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.   Ватăсен килте пулмалла, шăпах вĕсем ытларах чирлеме пултараҫҫĕ, хăрушлăх та пысăк. Тепĕр хут чĕнсе калатпăр, йĕркене пурин те ҫирĕп пăхăнмалла.

«Кану кунĕнче Кăчкă уявĕ пулчĕ. Шел пулин те, халăх пур-пĕрех чиркĕве йышлăн утрĕ.  Ун пирки ҫынсем социаллă сетьсенче те ҫырса кăтартнă. Кун пек тĕслĕх пурне те хытă пăшăрхантарчĕ», - тенĕ Олег Николаев

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ҫавӑн пекех Чӑваш Республикинчи Роспотребнадзор Управленийӗн ертӳҫине Надежда Луговскаяна  хӑйсен ӗҫӗнче лару-тӑрӑва ҫирĕп  шута илме ыйтнӑ. Чӑваш Республикинчи патшалӑхӑн тӗп санитари врачӗ чиркӳ кӗллисене хупӑ режимра ирттерме сӗнекен ятарлă ĕҫ хучĕ туса хатĕрлессине пӗлтернӗ.

"Чиркӳ - пирӗн обществӑн уйрӑм институчӗ. Пӗр енчен ҫак ӗҫе вӑйпах хутшӑнас килмест, анчах тепӗр енчен палăртас пулсан, пире граждансен сывлӑхне упрас тени ҫапла тума хистет. Ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси - тĕп ыйтусенчен пĕри.  Коронавирус сарӑлни пире сыхӑ тӑма тата тимлĕ пулма хистет", - тенĕ Олег Николаев.



13 апреля 2020
12:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter