Чӑваш Ене ҫывӑх вӑхӑтра общество транспорчӗн паркне ҫӗнетме 1 миллиард тенкӗ федераци хыснинчен куҫĕ

В Чувашию в ближайшее время поступит более 1 млрд рублей на обновление парка общественного транспортаКун ҫинчен ака уйăхĕн 13-мӗшӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  Олег Николаев район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттерекен видео-канашлура пĕлтернĕ.

"Питĕ ырă хыпар. Ҫĕршыв бюджечĕн проектĕнче  Чăваш Республикинче общество транспортне туянма 1 миллиард 172 миллион тенкӗ уйăрма пăхса хăварнă", - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Унсӑр пуҫне иртнӗ эрнере Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программин мероприятийӗсен планне ҫирӗплетнӗ. 2020 ҫултан пуҫласа 2024 ҫулччен регион федераци бюджетӗнчен 5 миллиард тенкӗ илмелле.

"Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ҫак уйрӑм программи республикӑна экономика ҫине витӗм кӳрекен кризис пулӑмӗсен япӑх енӗсене ҫӗнтерме май парать. Программӑна пула эпир ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем те аталантарма пултарӑпӑр, юлашкинчен вара эпир ҫĕнĕ ӳсĕм тăвăпăр. 5 миллиард тенкӗ уйӑрни-пуҫламӑшӗ кӑна. Эпир сирӗнпе тухӑҫлӑ ӗҫлетпӗр пулсан, урӑхла каласан, ҫак программӑна малалла тӑсма тата 5 миллиард тенкӗ илме май пур", - палӑртнă Олег Николаев.

Юнкун, ака уйăхĕн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев журналистсене федераци бюджетӗнчен уйӑракан укҫа-тенкӗ ӑҫта тăкакланасси пирки тĕплĕн каласа парĕ.  

 



13 апреля 2020
14:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter