Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев видео-ҫыхăну мелĕпе Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗпе, космонавтпа, тĕнче уҫлăхĕнче 3 хут пулнă Николай Бударинпа уҫă тĕлпулу ирттернĕ

Олег Николаев: «В новом Центре аэрокосмического образования в Шоршелах космонавты будут желанными гостями»Ака уйăхĕн 10-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев видео-ҫыхăну мелĕпе Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗпе, космонавтпа, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ,  тĕнче уҫлăхĕнче 3 хут пулнă  Николай Бударинпа уҫă тĕлпулу ирттернĕ.

   Видео-ҫыхăну мелĕпе йĕркеленĕ калаҫăва ҫавăн пекех Чӑваш Ен культура министрĕ Роза Лизакова, А.Г. Николаев ячĕллĕ СССР летчик-космонавтӑн  Шуршăлти Мемориаллă комплексӗн директорӗ Александр Тукмаков хутшӑннӑ.

   Республика Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан тĕнчипе паллă космонавта вĕҫевҫĕсен уявĕ ячĕпе саламланă, Чӑваш Енре пурӑнакансем космоса чи малтан ҫул хывнă ентешӗсемпе мухтаннине пĕлтернĕ. Космос паттӑрӗсен ҫитӗнӗвӗсем, Тӑван ҫӗршывӑмӑр ырлӑхӗшӗн тунӑ чаплӑ ӗҫӗсем хальхи ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ, вӗсене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса пама хавхалантараҫҫӗ. Олег Николаев шухӑшӗпе космонавтсемпе тӗл пулни паян та пысăк пĕлтерĕшлĕ, ҫитĕнекен ăрăва  воспитани пама, хавхалантарма витĕм кӳрет.

   "Сирĕн паттăрлăхсем пирки ачасене каласа панă чух, халĕ те ҫан-ҫурӑм тăрăх сивĕ чупать. Енчен  эсир кашнинчех ҫитĕнекен ăрăва  хăвăрăн пирки каласа паратӑр пулсан, вĕсен кӑмӑлне ҫӗклеме тата туйӑмĕсене вӑратма пултаратăр. Сире ырлăх-сывлăх малашне те сунатпăр. Аэрокосмонавтика отрасльне аталантарассишӗн, Чӑваш Енӗн наукӑпа техника вӑй-хӑватне ӗҫе кӗртессишӗн тӑрӑшакансене пурне те чунтан тав тӑватӑп", - тенĕ Олег Николаев.

   Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Николай  Бударина Чӑваш автономийӗ  йĕркеленнĕренпе 100 ҫул тултарнине халалласа ирттерекен мероприятисене килсе курма йыхравланă.

   Николай Бударин Чӑваш Енре пурӑнакансене  ӑшшăн саламланă, шкул ачисемпе тӗл пулма юратнине тата хӑйӗн тӑван тăрăхĕнче иртекен мероприятисене хутшăнма яланах хавас  тесе хыпарланă.

   Видео-калаҫăва хутшăннă ертӳҫĕсем ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси пирки сăмахланă,  ҫавăн пекех  А.Г. Николаевӑн СССР летчик-космонавтӑн Шуршӑлти  Мемориаллӗ комплексне аталантарасси ҫинчен сӳтсе явнă.

   Музей директорӗ Александр Тукмаков комплекс чӑнах та пирӗн ҫӗршывра паллӑ пулнине ҫирӗплетнĕ, ытти регионти музейсемпе пӗрле тачă ҫыхăнса ĕҫление асăннă.  

   "Андриян Николаев ячӗллӗ Мемориаллă комплекс республикӑри паллӑ объектсенчен пĕри шутланать. Унта кашни вĕҫевҫĕсем пирки кăсăклă хыпарсем пĕлме пултарать. Ӑна малалла та аталантарма тĕллев лартнă. Космонавтика ҫитӗнӗвӗсене пула кулленхи пурнӑҫра малашлӑх технологийӗсем ӗҫе кӗреҫҫӗ. Хальхи пурнăҫ таппипе килĕшсе тăракан  аэрокосмос вӗренӳ Центрне йӗркелеме палӑртса хуратпӑр", - хыпарланă Олег Николаев, ҫӗнӗ вӗренӳ центрӗн ырӑ хӑнисем космонавтсем пуласса та шанатпăр тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Фоторепортаж



13 апреля 2020
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter