Шупашкарти залива юсаса ҫӗнетес ĕҫе палăртса хунинчен чылай маларах пурнăҫа кĕртĕҫ

Реконструкция Чебоксарского залива может стартовать раньше срокаКун пирки паян, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Шупашкарти залива тата Хĕрлĕ тӳреме юсаса ҫӗнетес ыйтупа ирттернĕ ĕҫлĕ канашлура пĕлтернĕ.  Объектсене «Чăваш Ен – Атăлăн чĕри» проекта тĕпе хурса пурнăҫа кĕртеҫҫĕ.  Подрядчик объектăн пĕрремĕш пайне 2020 ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута ярасшăн.  Ҫитес тапхăрпа  вара Шупашкар заливне ĕҫе кĕртесшĕн.  Графикпа килĕшӳллĕн, вăл объекта 2021-мĕш ҫул валли пăхса хăварнă. «ДОРИСС»  ПАО генеральнăй директорĕ Всеволод Рощин Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлаканран Олег Николаевран объекта палăртса хунинчен кăштах маларах пурнăҫа кĕртме хатĕрленнине хыпарланă.  Компани кăҫал вăл объектăн строительство ĕҫне  пуҫлама хатĕр.  Ҫитес ҫула кĕтсе лармасан та, тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  

«Хĕрлĕ тӳреме реконструкцилес ĕҫ хăйне евĕр паха.  Графикран чылай маларах ĕҫлесе пыратăр.  Тав сире ҫакăн пек яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлесе пынăшăн», - тенĕ Олег Николаев Шупашкар хула администрацийĕн  пуҫлăхне Алексей Ладыкова тата строительсене.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн  тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев республикăн Строительство министерствине  Чăваш Енĕн экономика министерствипе пĕрле  проектăн ĕҫне 2021-мĕш ҫултан 2020-мĕш ҫул ҫине куҫарма, укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене те татса пама чĕнсе каланă.  

«Енчен те проектпа смета ĕҫ хучĕсем пĕтĕмпех хатĕр пулсан, графика ҫĕнĕрен пăхса тухмалла.  Эпир хамăр енчен федераци центрне ыйтупа тухăпăр.  Пĕлсех тăратпăр, ырă тĕслĕх.  Хулашăн та, республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Малтанласа палăртса хунинчен чылай маларах объекта пурнăҫа кĕртни чи пĕлтерĕшли», - тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.



14 апреля 2020
17:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter