Ватӑ ҫынсене спорт сооруженийӗсене тӳлевсӗр ҫӳретес шухӑша ырланă Олег Николаев

Олег Николаев поддержал идею бесплатного посещения спортивных сооружений пожилыми людьми Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Василий Петровпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем спорта аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.  Регионта спорт инфратытăмне вăйлатас ыйту та кун йĕркинчех тăнă вĕсен. Республикăра пурăнакансене кулленех спорта явăҫтарасси, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма витĕм кӳресси актуаллă пулнине палăртнă ертӳҫисем.   

Аса илтеретпĕр, регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан республикăри мĕнпур министерствăсене ведомствăсен стратегиллĕ аталанăвĕ пирки ĕҫ хутне хатĕрлеме хушнăччĕ.  Кирек-епле ыйтусене те вăхăтра тата кирлĕ шайра татса парас тесен, тухăҫлă ĕҫлени те пĕлтерĕшлĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса. Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырас ĕҫре те хатĕрленĕ проект шăпах та, вырăнлă пулассине асăннă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

«Наци проектĕнчи спорт тытăмĕ регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕшĕн тĕп приоритечĕсенчен пĕри .  Эрех-сăра ĕҫекенсен йышне чакарма, халăха сывă пурнăҫа тытса пыма самай витĕм кӳрет.  Ҫамрăксене спорта явăҫтарса пыни, вĕсене пуласлăхра паха пĕлӳ патне туртăнма, професси тĕлĕшĕнчен те аталанса пыма витĕм кӳресси куҫкĕретех», - тенĕ Олег Николаев.  

Министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан ҫитес пиллĕк ҫул вали спорта аталантармалли проект ĕҫĕпе паллаштарнă.   «Спорт – пурнăҫ норми» проект хăватлăн пурнăҫланса пырать тенĕ Василий Петров.  

Ҫитес пиллĕк ҫул хушшинчен кулленех спорта ҫӳрекенсен йышне ӳстерсе пырас ĕҫ те кун йĕркинчех тăрать.  Кăтартăва малтанхипе танлаштарсан 55 процента ҫитерме тĕллев лартнă. Предприятисемпе организацисенче ĕҫлекенсем спорта кулленех ҫӳресен, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырсан, ĕҫ тухăҫлăхĕ те ӳссех пырĕ.

Сăмах май, ҫитес тапхăрта пурнăҫа кĕртсе пымалли планпа та паллаштарнă, мероприятисем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Халăхăн пурнăнас ĕмĕрте тăсас тесессĕн, ватăсене спорта явăҫтарни уйрăмах паха.   Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствипе тачă ҫыхăнса ĕҫлемелле, шăпах та тухтăрсен канашĕсем те аслă ҫулсенчи ҫынсемшĕн вырăнлă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Чăваш Республикин Спорт министерстви тăратнă ырă сĕнӳсемпе килĕшнĕ, чăнласах та, регионта пурăнакансемшĕн паха тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  Кирек-епле ĕҫе те комплекслă ĕҫлемелле, ун чухне, пĕтĕмĕшле кăтарту та ҫӳллĕ шайра пулса пырĕ.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче Раҫҫей Федерацийĕн спортăн пĕрлештернĕ ушкăнĕн членĕсене пулăшу парассипе ҫыхăннă ыйтусене те кĕскен сӳтсе явнă. Ҫамрăксене хавхалантарма май паракан хушма мерăсем пирки те пăхса тухнă пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем.  

Фоторепортаж



14 апреля 2020
17:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter