Олег Николаев масарсене тата тӗн объекчӗсене вăхăтлăха ҫӳреме чарнă

   Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев «Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн «Чӑваш Республикин территорийӗнче ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ (COVID-2019) сарӑлассипе кӗрешес енӗпе пурнӑҫламалли чару ӗҫӗсемпе ытти ӗҫсен комплексӗ ҫинчен» 2020 ҫулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнчи 92-мĕш №-лĕ Указне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен»  калакан Указа алă пуснă.  

Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуҫласа Чăваш Республикинче Турра пуҫ ҫапмалли, кӗл тумалли вырӑнсенче халăха йышлӑн пуҫтарса тĕн йăли-йĕркисене ирттерме вă­хăтлăха чарнă. Ҫавăн пекех тепĕр ҫĕнĕлĕх ҫине те тимлĕх уйăрмалла, масара виле пытарма кăна кĕме юрать, ытти тĕллевпе унта йышлăн пырса ҫӳреме юрамасть. Палăртса хăваратпăр, вилене тирпейлесе пытарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе унӑн чи ҫывăх тӑванӗсен кăна хутшӑнма ирӗк пур.

Кун пек ҫирĕп йышăну, иртнĕ кану кунĕнче пулса иртнĕ Кăчкă уявĕпе те ҫыхăннă. Чиркĕве йышлăн ҫӳреме юраманни пирки халăха, уйрăмах ватă ҫынсене, маларах пĕлтернĕччĕ. Пур-пĕрех ҫынсем ҫав чĕнсе калани ҫине тимлĕх уйăрманни сисĕнчĕ.  Нумай чиркӳре халăх йышлăн пухăннă, кĕлĕ итленĕ.

«Хамăра упрама вĕренмелле. Ҫирĕп йышăнусене те пăхăнмалла. Сывлăх ҫине кашнин тимлĕн пӑхмалла.  Ҫывăх ҫăннăмăрсем ҫинчен шухăшлани – чи пысăк ĕҫ.  Ҫак ҫĕнĕлĕхе халăхăн сывлăхне упрас тĕлĕшпе тунă», – тесе тепĕр хут аса илтерсе хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев

Мăнкун уявĕнче ирттерекен кĕлĕсене халăха тӳрĕ эфирта кăтартмалла. Ытти ҫулсенче кун пек тĕслĕх аванах пурнăҫа кĕрсе пынăччĕ. 



15 апреля 2020
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter