Чӑваш Енрен суйланнă РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаковпа Игорь Моляков коронавируса хирĕҫ кӗрешме республикăна укҫан пулӑшу уйăраҫҫĕ
Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков тата Игорь Моляков региона пулăшу параҫҫĕ. Вĕсем коронавируса хирĕҫ кĕрешессипе хăйне евĕр пархатарлă ĕҫ тунӑ - шалăва Чăваш Енри ырă кăмăллăх фондне куҫарма килĕшнĕ. Пысăк пулăшу республикăри пилĕк учреждение куҫĕ. Вĕсенче хальхи тапхăрта шăпах COVID-19 чирĕпе аптракансене сиплеҫҫĕ. Ҫав учрежденисенче тин ҫеҫ чирлеме пуҫланисене те йышăнма хатĕр. Укҫа-тенкĕне медицина хатĕрĕсем илме тăкакласси те паллă, асăннă пулӑшупа сиплев учреженийĕсен пурлăхпа техника никӗсне ҫĕнетме тĕллев лартнă. Кашни учреждени ертӳлĕхĕ сиплев уйрăмне кирлĕ хатĕрсене туянасси пирки хăй йышăну тăвать.