Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан журналистсене республика аталанӑвӗн уйрӑм программи ҫинчен каласа панă
Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин социаллă пурнăҫпа экономикин 2020 –2024-мĕш ҫулчченхи аталанӑвӗн уйрăм программине сӳтсе явассипе канашлу-брифинк иртнĕ.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче программа регионăн экономикине пысăк хăвăртлăхпа аталанса пыма витĕм кӳрет тенĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕ валли те кирлĕ пек мероприятисем сахал мар кĕртсе хăварнă тенĕ вăл.
«Паян эпир пурте короновирус алхаснă вăхăтра йывăрлăх тӳсетпĕр. Уйрăм программăна йышăнса хăварни шăпах та питĕ вырăнлă пулса тăчĕ. Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине хăватлантарса пырасса пурсăмăр та шанатпăр. Ĕҫ хутĕнче пăхса хăварнă мероприятисем йывăрлăха парăнтарма, паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе ĕҫлеме пулăшаҫҫĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.
Чăваш Республикин социаллă пурнăҫпа экономикин 2020 –2024-мĕш ҫулчченхи аталанӑвӗн уйрăм анлă программине Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви 2020 ҫулта ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче пăхса тухса ҫирĕплетнĕ. Пĕтĕмĕшле, республика йывăрлăхсене тӳснине кура, федераци центрĕнчен 2020-мĕш ҫултан пуҫласа 2024-мĕш ҫуллчен 5 млрд тенкĕ тивĕҫет. Палăртма кăмăллă, кăҫалхи ҫул федераци хыснинчен 1 млрд тенкĕ уйăрма та ĕлкĕрнĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Иван Моторин федерацинчен куҫакан пулăшăва регионта лайăх аталанса пыракан икĕ организацине парасса хыпарланă. Вĕсем чăннипех те, РФ чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан вунă предприяти йышĕнче тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Программа аграри тытăмне тĕпрен ҫĕнетсе пыма та ҫулсем уҫать. Ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансен пурлăхпа техника бази те пуянлансах пырĕ. Кулленех аграри енĕпе ҫĕнĕ проектсем пурнăҫа кĕрсе пырасси те пĕрре те иккĕлентермест. Ҫурт-йĕр строительстви вăй илет, бизнеса аталантарма хăтлă условисем йĕркеленĕҫ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче, енчен те ял хуҫалăх техникине туллин ҫĕнетсе пырсан, таварсене тирпейлесе кăларма та меллĕрех пулĕ, пахалăх шайĕ ӳссе пырасси пĕрре те иккĕлентермĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Хальхи вăхăтра агропарксем хатĕрлеме ултă ҫĕр участокне тишкереҫҫĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, сĕт-ҫу тирпейлесе илес ыйтусем те кун йĕркинче ҫивĕч тăнине палăртнă ведомство ертӳҫи.
Чăваш Республикин промышленноҫ тата энергетика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Сергей Лекарев хăйĕн докладĕнче регионта промышленноҫ технопаркĕсем хута яма палăртнине пĕлтернĕ. Вăл объектсем республикăра пиллĕк пулассине асăннă. Ĕҫсене пурнăҫа кĕртме 2020-2024-мĕш ҫулсем валли пурĕ 1,2 млрд пăхса хăварнă тенĕ ведомство пуҫлăхĕ.
Чăваш Республикин строительство министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Владимир Максимов хăйĕн сăмахĕнче 2021 ҫулта регионта ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парас енĕпе хăш-пĕр ҫăмăллăхсем пуласса асăннă. Ипотека илес текенсемшĕн уйрăмах меллĕ пулĕ тенĕ вăл, кредит илнĕ чухне процент виҫи кăштах чакасса хыпарланă. Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, ҫăмăллăх меслечĕпе регионта пурăнакан 4 пин ҫемье усă курма пултарать. 2021-2024 ҫулсенче микрорайонсенче территорисен инфратытăмне ҫĕнетме 500 млн тăкакланасси те планра пур. Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайĕҫ. Коммуналлă инфратытăм хăватланĕ. Ял ипотеки хăйне евĕр паха программа. Халăх ҫăмăллăха туйса та илчĕ. Ҫурт-йĕр ҫавăрма ҫамрăксем хапăл тусах вăл программăна хутшăнаҫҫĕ.
Олег Николаев вăхăта вăраха тăсмасăрах мероприятисене пурнăҫа кĕртсе пыма чĕнсе каланă, объектсене пурнăҫлама укҫа-тенкĕ кирлĕ пек шайра куҫса пыни паха тенĕ вăл. Анлă канашлу вĕҫленнĕ хыҫҫăн, журналистсем ертӳҫĕсемпе тĕл пулнă, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав илнĕ.
Аса илтерсе хăваратпăр, енчен те Чăваш республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине туллин аталантарса пымалли уйрăм программăна пурнăҫа кĕрсен, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланса пырасси никама та иккĕлентермест. 2024- мĕш ҫулсем тĕлне ҫынсене валли хушма 7000 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ. Начар пурăнакансен шучĕ чакĕ, ĕҫсĕррисем вара тен пачах та пулмĕҫ. Социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн уйрăм программи 100 ытла инвестициллĕ проекта пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрĕ, предпринимательсем республикăна 200 млрд тенкĕ хывĕҫ. 2024 ҫул тĕлне республикăн инвестици калăпăшĕ 20 процента яхăн ӳсесси куҫкĕретех.