Шупашкар кӳлмекӗпе Хӗрлӗ тӳреме юсаса ҫӗнетессине Олег Николаев ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ

Олег Николаев взял на личный контроль ход реконструкции Красной площади г. Чебоксары и Чебоксарского залива 

Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Шупашкар заливне тата Хĕрлĕ тӳреме реконструкцилессипе ҫыхăннă ыйтупа ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.

Чăваш Ен туризма аталантарма федераци хыснинчен субсиди мелĕпе пысăк укҫана тивĕҫнĕ. РФ субъекчĕсенчен ку пулӑшӑва 22 регион илнӗ.  Инфратытăма аталантарасси тĕп тĕллевсенчен пĕри, ăна тĕпе хурса хула влаҫĕ те ҫак ĕҫе хастар хутшăнать.  «Чăваш Ен – Атăл чĕри» проект регионта анлăн пурнăҫа кĕрсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар, халăх та ҫакна курса савăнать.  Проект ĕҫĕпе килĕшӳллĕн, 2019–2020-мĕш ҫулсенче объекта тума пурĕ 12 млрд ытла  тăкаклама палăртса хунă.   Хĕрлĕ тӳреме юсаса ҫĕнетме 716,3 млн пăхса хăварнă, 2021 ҫулта Шупашкар заливне реконструкцилеме вара 536 млн уйăрасси паллă. 

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче «Дорисс»  ПАО хастар ĕҫленине каланă, Хĕрлĕ тӳремре строительство ĕҫĕсем вĕҫленсе пынине асăннă.  Палăртса хунă мĕнпур калăпăшран 75 проценчĕ хатĕр те тенĕ муниципалитет ертӳҫи.  Пĕтĕмĕшле калас пулсан, ҫĕнетнĕ объекта кăҫал ҫĕртме уйăхĕнче пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă ҫӳлерех асăннă  организацинче тăрăшакансем. 

«Хĕрлĕ тӳремре чаплă фонтан хута кайĕ. Ҫак объект хальхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăрĕ. Ятарлă мероприятисене ирттерме хăйне евĕр  уйрăмсем пулĕҫ. Проектра халăха канма ятарлă вырăнсем  пур», - тесе каланă Чăваш Енĕн тĕп хулин ертӳҫи. 

Залива темиҫе ҫул та ĕнтĕ юсаман. Кунта тĕп инфратытăм кивелсе ҫитнĕ.  Кун пек лару-тăрăва специалистсем те ҫирĕплетнĕ. 

«Залив 7 пайран пулĕ. Кашни тӳремĕ хăйне евĕр тирпейленсе пырать.   Мускаври специалистсем лаборатори тĕпчевĕсем ирттернĕ, мĕн хыҫҫăн мĕн туса хатĕрлемеллине йышăннă», - тесе хушса каланă Чăваш Республикинчи Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков.

Спорт пайĕнче ачасене ӳт-пӗве хускатма, волейбол, баскетбол, мини-футбол выляма та лайӑх условисем пулĕҫ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче республикăра пурăнакансемшĕн ҫĕнетнĕ вырăн ҫитес тапхăрта чи паха территори пулассине палӑртнӑ. «Ҫĕнĕ тӳрем хальхи пурнăҫпа туллин  килĕшсе тăрĕ», - тесе хушса хунă вăл.

Канашлура хăш-пĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă. Тĕрлĕ ведомствăсем хушшинчи хăш-пĕр улшӑнусене пула, федераци центрĕнчен субсиди илме май паракан документа ҫĕнĕрен йышăнса хăвармалла.

Регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев подрядлă организацинче вăй хуракансене, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхне тав сăмахĕсем каланă, объект туллин пурнăҫа кĕрсе пынине палăртнă, строительсем хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса пурнӑҫланине асăннă.

«Малашне те ҫапла ĕҫлесе пырасчĕ.  Пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесен, мĕнпур ĕҫ хăвăрт пулать, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ чаплă объектсем хута кайĕҫ, халăха савăнтарĕҫ», - тесе пĕтĕмлетсе каланă хăй сăмахне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев

 Фоторепортаж



15 апреля 2020
07:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter