Чăваш Енре Covid-19 чирĕпе аптранă пĕр ҫын вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнă
Чӑваш Енре коронавирус инфекцийӗпе аптранă 79 ҫулхи пациент вилнӗ. Хӗрарӑм йывӑр чирлисен шутĕнче тăнă, Covid-19 усал чир унăн ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче пур тесе ҫирĕплетнĕ. Вăл кун ăна Ҫĕнĕ Шупашкарти сиплев учрежденийĕн инфекци уйрăмне вырнаҫтарнă.
Сипленнӗ чухнех, ăна сывлама питĕ йывăр пулнине палăртнă специалистсем. Медицина ӗҫченӗсем кирлĕ пек пулӑшусем панă, ИВЛ аппарачĕпе витĕм кĕме те тăрăшнă, анчах кăлăхах, пур-пĕрех унăн пурнăҫне ҫăлса хăварма йывăр пулнă.
"Эпир тарăн хурланни пирки пĕлтеретпĕр. Тăванĕсене, ҫывăх ҫыннисене чăтăмлă пулма сĕнетпĕр. Тухтăрсем пĕтĕмпех хăйсенчен мĕн килнине тума тăрăшнă, пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе пулăшу панă. Эсир, те эпир те питĕ хытă пăшăрханса кулянатпăр. Пурин чунне те ыраттаракан самант пулса тăчĕ», - тенĕ Олег Николаев.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ҫĕнĕ короновируспа чирлекенсен йышĕ кулленех ӳссе пынине асăннă. Регионта 79 ҫын ҫак амакпа, Covid-19 инфекцийĕпе, аптрать тесе ҫирĕплетнĕ специалистсем, вĕсенчен пĕри пурнăҫран уйрăлса та кайрĕ.
"Шел пулин те, хӑрушсӑрлӑх йĕркисене пур чухне те халăх пăхăнманни сисĕнет. Уйрӑмах риск ушкӑнӗнче тӑракансем сывлӑха упрама тăрăшманни пăшăрхантарать. Коронавирус ерекен инфекци питӗ хӑрушӑ. Эсир лавккасене ҫӳресен, пире чир лекмĕ-ха тесе шутламалла мар. Чӑваш Енре пурӑнакансем, килтех юлччӑр тесе хамăр енчен мĕн кирлине пĕтĕмпех турăмăр. Апат-ҫимӗҫ, эмел тата ытти таварсене волонтерсем илсе ҫитерсе параҫҫĕ. Тепӗр хут чӗнсе калатăп сире, кирлӗ мар ҫӗртенех килтен ан тухӑр, ун чухне тен ҫак хăрушлăха эпир сирĕнпе пĕрле парăнтарма пултарайратпăр", - тенĕ Чӑваш Енре пурӑнакансене Олег Николаев.