Олег Николаев тата Чӑваш Ен прокурорӗ пулма сĕннĕ кандидата наци проекчĕсене пурнӑҫлас ӗҫĕн тухӑҫлӑхне ӳстересси пирки ыйтусене сӳтсе явнă

Олег Николаев обсудил с кандидатом в прокуроры Чувашии вопросы повышения эффективности реализации нацпроектовАка уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Чăваш Республикин прокурорĕ пулма хатĕрленĕ кандидатпа  патшалăхăн 3 класлӑ юстици советникĕпе Андрей Фоминпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче вĕсем наци проекчĕпе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.  

Андрей Фомин  хăй Крымра ĕҫленĕ пирки кĕскен каласа панă Олег Николаева, унта пухнă  паха ĕҫ опычĕ Чăваш Республикишĕн те усăллă пуласса пĕлтернĕ.

«Пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫлени, бюджет укҫине пĕлсе тĕрĕс тăкаклама витĕм кӳрĕ.  Паха ҫулсем, ҫурт-йĕрсем хута кайччĕр, ача сачĕсемпе шкулсем вăхăтра ҫĕкленсе пыччĕр.  Социаллă пулăшусемпе халăх кăмăллă пултăр.  Право хуралӗн пӗтӗм тытăмĕн кирлӗ пек ӗҫлемелле. Енчен те ҫынсем саккунсене пăхăнса пурăнмаҫҫĕ пулсан, айăплисене вăхăтра тупса явап тыттармалла», - тесе чĕнсе каланă Олег Николаев.

Чӑваш Енӗн надзор органӗн ертӳҫин должноҫне Раҫҫей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕ  Игорь Краснов сĕннĕ.     

Паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче асăннă кандидатурăна депутатсемпе пĕрле сӳтсе явнă.  Республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем ăна ырласа хăварсан, вара прокурор пулма сĕннĕ кандидатурăна Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫирĕплетĕ.    

Фоторепортаж



16 апреля 2020
13:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter