Олег Николаев ҫуллахи сменӑсем валли ача-пӑча лагерӗсене хатӗрлеме хушнă

Олег Николаев поручил подготовить детские лагеря к летним сменамАка уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  республикăра çуркуннехи-çуллахи тапхăрта чрезвычайлă лару-тăрăва сирме хатĕрленессипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе, ачасен çуллахи кану вырăнĕсенче профилактика ĕç-хĕлне йĕркелессипе ҫыхăннă комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Кăҫалхи ҫул ҫуллахи тапхăрта кану лагерьĕсенче 102 пин ытла ача  хăйсен сывлăхне ҫирĕплетĕҫ, ятарлă сменăсем чылай пулĕҫ, вĕсен шучĕ 20-те ҫитĕ.

Коронавирус алхаснине пула, кану лагерьĕсене заявкăсене парас ĕҫе  кăҫал каярахри вăхăта куҫарнă.  Палăртса хунă тăрăх, ҫу уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуҫласа ҫу уйăхĕн 28-мĕшĕ таран пуласси паллă.   Специалистсем заявкăсене кашни кунах йышăнĕҫ, ирхи 7 сехетрен пуҫласа 21-сехет таран ĕҫлеме хатĕррине ҫирăплетнĕ Сергей Яковлев Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ.   Социаллă пулăшу паракан тытăмсенче кăҫал 6 пин ача хăйсен сывлăхне ҫирĕплетĕҫ.  Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова 2020 ҫулта ачасен ҫуллахи канăвне кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттерме пурĕ 52 млн тăкакланассине хыпарланă.  Тĕп ыйтусенчен пĕри – халăха пур-пĕрех хăрушсăрлăхпа ттвĕҫтересси тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Учрежденийĕсен территорийĕсене пĕтĕмпех видеосăнавсем вырнаҫтарнă.  Пушара хирĕҫ кĕрешессипе ятарлă вĕрентӳ пайĕ те пуласси планра пур, пушарсене сӳнтермелли кирлĕ пек хатĕрсем ҫителĕклĕ таран йĕркелесе тăратнă.   Кану вырăнĕсене илсе ҫитеричченех ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе ятарлă условисем тумалла.  Ку ыйтусене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  Олег Николаев ҫирĕп тĕрĕслевре тытать. Кулленех Чăваш Республикин Правительство комиссийĕн ларăвĕнче те пăхса тухнине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.  Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствин пай ертӳҫисем пĕлтернĕ тăрăх, ачасене кану вырăнĕсене илсе ҫитерессипе ҫыхăннă тапхăрта инкек пулнă тĕслĕхсем пачах та сиксе тухман. Пĕлтĕр те малтанхи ҫул та пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнă тесе хушса каланă сăмаха ҫул-йĕр правилисене пăхăннине тĕрĕслекен специалистсем.   Малашне те ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев республикăн вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствине.  Енчен те автобуссем юрăхсăра тухнă пулсан, вĕсемпе ачасене илсе ҫӳретме ирĕк ҫук. Саккуна пăсакансене ҫирĕп явап тыттарĕҫ.  Чăваш Енре 5000 автобусран, 4000-шĕ вунă ҫултан иртнисем, апла пулсан, шухăшламалла.  «Норматива йышăннă, РФ Правительствине кăштах та пулин ҫӳреме ирĕк пама сĕнӳпе тухмалла», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.  

Раҫҫей Роспотребндзорĕн Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн докладĕнче регионта ачасен канăвне йĕркелессипе ҫыхăннă мероприятисене графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫласа пынине хыпарланă.   

«Кăҫал ачасен канăвĕсене йĕркелеме май паракан учрежденисене тĕпрен юсама пуҫласа укҫа уйăрнă.  Палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене вăхăтра тата туллин ирттермелле.  Ачасене валли условисене ҫителĕклĕ хатĕрлемелле, тепĕр тесен, паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăмалла ачасен кану учрежденийĕсен», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. 



16 апреля 2020
07:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter