Олег Николаев мĕнпур халăх пекех Мăнкун кĕллине телеэкран умĕнче килте курĕ

Олег Николаев не будет посещать церковь на Пасху Кăҫалхи ҫул  Мăнкун уявне хăйне евĕр ирттерĕҫ тĕне ĕненекенсем.  Кун пирки паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Мăнкун пирки чиркӳсен ĕҫĕсене сӳтсе явнă вăхăтра пĕлтернĕ. Шăпах та, паян  вăл ҫитес уявра чиркӳсем епле ĕҫлессине хыпарланă.   

«Паллă, ҫĕршывра коронавирус амакĕ алхаснине кура, пирĕн ҫакăн пек ҫирĕп мерăсене йышăнма тивет.  Эпир паян пĕрле мĕнпур ыйтусене пăхса тухса сӳтсе яврăмăр.  Чиркӳсем палăртнă кун, унта ĕҫлекенсемшĕн - кĕлĕ вулакансемшĕн уҫă пулĕҫ.  Пропускпа вĕсем чиркĕве кĕрĕҫ, хăйсене шанса панă ĕҫе пурнăҫлĕҫ. Чиркĕве вăхăтлăх тухма юраманнине шута илсе, эпĕ Мăнкун уявĕнче килте пулăп, телевизор экранĕ умĕнче паллă пулăма курăп», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне Олег Николаев.

Яланхиллех, кăҫал пысăк уявăн мероприятийĕ пирки Чăваш наци телекуравĕнче  тӳрĕ эфирта кăтартса пырĕҫ.   Турăна ĕненекенсем, пăхăнса пурăнакансем Мăнкун кĕллисене курма пултарасса шанатпăр.

Палăртса хăваратпăр, кашни ҫул Олег Николаев чиркĕве Мăнкун кĕллине итлеме ҫӳренĕ. Вăл хăй Иерусалимран  пархатарлă ҫулăма илсе килес ĕҫе хутшăннă.  Кăҫал вара, лару-тăру ҫĕршывĕпех урăхла пулнине кура,  вăл Мăнкун уявне килте ҫемйепе пĕрле кĕтсе илме, кĕлĕ итлеме йышăну тунă.  



16 апреля 2020
13:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter